Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раҫҫей обществин патшалăх ҫутĕҫ организацийĕн Чăваш Енри филиалĕн ертӳҫипе Олег Широковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Российское общество «Знание» Пĕтĕм Раҫҫей обществин патшалăх ҫутĕҫ организацийĕн Чăваш Енри филиалĕн директорĕпе, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультечĕн деканĕпе Олег Широковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Ҫак кун тĕплĕ калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи экономика факультечĕн патшалăх тата муниципалитет управленийĕн кафедрин доценчĕ, Чăваш Республикин Обществăлла палатăра вĕрентӳ енĕпе тимлекен комиссийĕн председателĕ Нина Семедова – Полупан, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультечĕн кафедра доценчĕ Марина Краснова хутшăннă.

Палăртса хăваратпăр, 2015 ҫулта Раҫҫей Федерацийĕн  Президенчĕ Владимир Путин Указĕпе килĕшӳллĕн, ҫак асăннă организацине йĕркелесе янă, учредителĕ  Раҫҫей Федерацийĕн Вĕренӳпе наука министерстви.  Палăртнă филиал Чăваш Республикинче кăҫал утă уйăхĕнче йĕркеленсе кайнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев организаци ачасемпе ҫитĕнекен ăрушăн питĕ хăватлă пулнине асăннă.  Вĕренекенсемпе вĕрентекенсем пĕр-пĕринпе куҫа-куҫăн курса калаҫнине нимĕн те ҫитмест, вăл яланах пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Пĕлӳ» Раҫҫей обществин организацийĕн регионти филиалĕн пуҫаруллă проекчĕсем пурнăҫа кĕрсе пырассине шанса каланă, вĕренӳ шайне ҫӳлрен ҫӳле ҫĕклеме витĕм кӳрессине палăртнă.  Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев филиал ертӳлĕхне тĕрлĕ конкурссен ĕҫне хутшăнма чĕнсе каланă.

Филиалăн директорĕ Олег Широков хăйĕн сăмахĕнче организацийĕн ĕҫĕпе паллаштарнă, палăртнă тĕллевсем ҫинчен каласа кăтартнă. Сăмаха май, ҫитĕнӳсем пирки те чарăнса тăнă.   Нумаях пулмасть, «Пĕлӳ» Раҫҫей обществин 200 пин тенкĕлĕх грантне тивĕҫнĕ Чăваш Енри филиал.  Тепĕр пысăк проекта пурнăҫа кĕртме палăртнă филиал, коррупци темине ҫутатса парас ĕҫ те кун йĕркинче тăнине пĕлтернĕ ертӳҫĕсем.  Паян тĕлпулăва пухăннисем ытти актуаллă пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра сăмах хускатнă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă, пуласлăх ҫул-йĕрĕ пирки те пупленĕ.   

Фоторепортаж 



13 октября 2017
16:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter