Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата регионти пуҫаруллă ҫамрăксем Пĕтĕм Раҫҫейри ҫамрăксемпе студентсен XIX-мĕш фестивальне торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре хутшăннă

 Михаил Игнатьев и члены делегации Чувашской Республики – участники торжественной церемонии открытия XIX Всероссийского фестиваля молодежи и студентов

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Сочи хулинче Пĕтĕм тĕнчери ҫамрăксемпе студентсен XIX-мĕш фестивалĕ торжествăлла майпа уҫăлнă.  

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн сăмахĕнче фестиваль историшĕн пысăк пулăм тесе каланă. «Сочире 30 пин ытла хĕр-упраҫпа яш-кĕрĕм пуҫтарăннă. Тĕнчери 180 патшалăхран тĕрлĕ представительсем пухăннă. Паян пирĕнпе пĕрле Пĕтĕм Раҫҫей ҫамрăкĕсем, Калининградран пуҫласа Владтивосток таранах», - палăртнă Владимир Путин.  

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫапла каланă: «Тĕрлĕ ҫĕршывсенчен пуҫтарăннă ҫамрăксем пĕрле пулни -  пурсăмăра та тĕллевсем патне ăнтăлма пулăшать, пĕр чăмăра пухать, пĕр-пĕринпе туслă килĕштерсе пурăнни вăй-хăват кӳрет, ҫĕршыва ҫирĕпрех аталанса пыма хистет. Эпир хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелесе пама тăрăшăпăр, сирĕн пуҫаруллă ĕҫсем пурнăҫа кĕрсе пыччĕр тесе ĕҫлĕпĕр», - тенĕ  вăл.   

«Ҫамрăксен энергийĕ, пултарулăхĕ тĕлĕнмелле хăватлă. Ҫитĕнекен ҫамрăк ăру яланах ҫĕнĕ шухăш-туйăм парнелет.   Малашне те яланах ҫапла пулма тăрăшăр. Хăвăрăн пуласлăхăра калăплăр.  Тĕнчене тата лайăхрах ырă енне улăштарма пуҫаруллă шухăшсем тăратăр.  Пĕтĕмпех пурнăҫ сирĕн алăра тесен те йăнăш мар.  Чи пахи – малалла тĕллевлĕн пысăк утăмсем туни.  Фестивальри туслăх сире малашне тата та пĕр-пĕринпе ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарма витĕм кӳрĕ. Сирĕн шухăшланă ĕмĕтĕрсем пурнăҫа кĕрсе пыччĕр», - тенĕ РФ Президенчĕ Владимир Путин.    

Ҫак пысăк  уявра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата унпа пĕрле Чăваш Енрен кайнă сумлă делегаци пулнă.  

Регионтан пуҫтарăнса кайнă 125 хĕр-упраҫпа яш-кĕрĕм форум ĕҫĕнче анлăн хутшăнĕҫ тĕрлĕ лекцисемпе ытти пулăмсен ĕҫне кӳлĕнĕҫ.  

 Фоторепортаж1



16 октября 2017
08:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter