Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительство членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан планеркăна ирттернĕ

 Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительство членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан планеркăна ирттернĕ.  Граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен куҫарcа хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерессипе 2013-2017-мĕш ҫулсенче йышăннă патшалăх программи пурнăҫа епле кĕрсе пынипе Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов тĕплĕн каласа кăтартнă.    Программăна туллин пурнăҫа кĕртме пурĕ 5 млрд тенкĕ тăкакланă, 12,85 пин граждăна хăтлă хваттерсемпе тивҫтернĕ. Регионта нумай хваттерлĕ  841 ҫуртра пурăнманнине ҫирĕплетсе пăрахăҫланă. Программăн I–III-мĕш тапхăрĕпе пурĕ 9,5 пин ҫынна чаплă хваттерсем парcа чысланă.

Хальхи вăхăтра программăн IV-мĕш тапхăрĕпе ĕҫлес ĕҫ хĕрӳ пырать.  Пĕтĕмпе асăннă тапхăрпа нумай хваттерлĕ ҫуртсем Шупашкарта тата Шупашкар районĕнче хăпартса лартнă.   Кунсăр пуҫне Канаш, Каҫал ен, Куславкка, Ҫĕмĕрле, Етĕрне районĕсенче тата Ҫĕмĕрле хулинче сахал мар ĕҫ пурнăҫланă. Ҫак палăртнă тапхăрта вара пурĕ 3,35 пин ҫын ҫĕнĕ хваттере куҫса хăйсен кăмăлне тултарнă. «Ҫак эрнере ҫысене пĕтĕмпех ҫĕнĕ хваттер парса тивĕҫтерес ĕҫе вĕҫлеме тĕллев лартнă», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин строительство министрĕ.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта граждансене торжествăлла майпа ҫĕнĕ хваттерсен уҫҫисене парса чыслассипе ҫыхăннă пулăма хутшăннă.  Шупашкарта программăн тăваттăмĕш тапхăрĕпе пурĕ нумай хваттерлĕ 112 ҫуртра пурăнакансене куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерме палăртса хунă.  Кĕске вăхăт хушшинче ыйтăва туллин пĕтĕмпех татса панă тесе пĕлтернĕ Шупашкар хула администрацийĕн Пуҫлăхĕ Алексей Ладыков.

«Ыйту ҫав тери пĕлтерĕшлĕ, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ.  Пĕтĕмĕшле калас пулсан, ыйтăва туллин татса панă тесен те йăнăш мар.  Хăш-пĕр уйрăм кăлтăксем тăрса юлнă паллах, вĕсене те ҫитес вăхăтра пĕтермелле. Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕнче ҫак ыйтусемпе тимлекен ĕҫ ушкăнне ертсе пыраканĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Сахал мар ыйту тăратнă.  2018 ҫулта малашне ĕҫлемелли патшалăх программисем пурнăҫа кĕрсе пырĕҫ», - тесе каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ. 

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов сăмаха май, паян регионта мĕнпур объектсенче ăшăпа тивĕҫтерес ĕҫ кирлĕ пек туллин пурнăҫланнине палăртнă. «Регионта ыйтăва 99,5 процент тултарнă, 22 муниципалитетра ĕҫ вĕҫленнĕ, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне районĕсенче тата Шупашкар хулинче ĕҫ-пуҫ вĕҫленсе пырать», - тенĕ министр сăмаха малалла тăснă май.   Нумай объектсенче тĕпрен юсав ĕҫĕсем пынине кура, чăрмавсем сиксе тухаҫҫĕ.  Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне ыйтăва туллин татса памаллине тепĕр хут аса илсе хăварнă министр. «Апла пулсан ку эрне вĕҫĕ тĕлне ăшăпа тивĕҫтерес ĕҫе пĕтĕмпех пурнăҫламалла», - тесе ҫирĕппĕн каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов вырма ĕҫĕсем пирки чарăнса тăнă.  Уй-хир ĕҫченĕсем ял хуҫалăх ĕҫĕсене пĕтĕмпех вĕҫленине пĕлтернĕ.  Пăрҫа тата пăрҫа йышши культурăна, ҫĕр улмисене уйран туллин пухса кĕртнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Хальхи вăхăтра  ял ĕҫченĕсем пахча-ҫимĕҫ пухса кĕртессипе тăрăшнине каланă  сăмаха малалла тăсса.   Сергей Артамонов аграри тытăмĕнче вăй хуракансене ырласа тав сăмахĕсем каланă.

«Йывăрлăха парăнтарса хăвăр ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăҫларăр», - тенĕ вăл калаҫăва пĕтĕмлетсе.  

  



16 октября 2017
15:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter