Паян канашлăва пухăннисем Ҫул-йĕр фончĕ пирки ыйтăва анлăн пăхса тухнă

Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ĕҫлĕ планеркăна Правительство членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳҫисемпе ирттернĕ.

Канашлу ĕҫне уҫнă май вăл, юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Сочире Пĕтĕм тĕнчери ҫамрăксемпе студентсен XIX-мĕш фестивалĕ уҫăлнине асăннă. Унта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле сумлă делегаци хутшăннине палăртнă. Фестивальре Чăваш Ен пирки ятарлă курав хатĕрлесе тăратнине палăртнă.  Иван Моторин экспозици регион пирки ҫав тери кăсăклă пулнине, ыттисем хапăл тусах республика ĕҫĕпе паллашнине пĕлтернĕ. Федераци ведомствисен ертӳҫисем пирĕн субъект пирки хыпарсемпе кăмăллă юлнине каланă.   Шанатпăр, Чăваш Енрен кайнă ҫамрăк ентешсем савăк кăмăл-туйăмпа каялла республикăна таврăнассине тесе сăмаха малалла тăснă Иван Моторин.

Паян канашлăва пухăннисем Ҫул-йĕр фончĕ пирки ыйтăва анлăн пăхса тухнă, кăҫал 9 уйăх хушшинче мĕн чухлĕ укҫа-тенкĕ тăкакланине сӳтсе явнă. Палăртса хăвармалла, 2017 ҫулта пĕтĕмпе ҫул-йĕр тытăмне аталанса вăй илме 5,2 млрд тенкĕ пăхса уйăрса хăварнă. «Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне пурĕ те 3 млрд тенкĕлĕх усă курнă.  Вăл 57 процентпа танлашать», - тесе каланă  Чăваш Рспубликин ҫул-йĕр тата транспорт хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов.  

«Автомашина ҫулĕсене тĕпрен юсама 2,185 млрд тăкакланă, ҫĕнĕрен ҫулсене сарма тата реконструкцилеме  704 млн уйăрнă, ҫул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерме 80 млн ытла усă курнă», - тесе пĕлтернĕ министр.   

Чăваш Республикин ҫул-йĕр фондĕнчен паянхи куна регионти ҫулсене тирпейлесе сарма пурĕ  951,1 млн усă курнă, кăҫалхи программăна 72 процент тăкакланă.  

Вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомашина ҫулĕсене юсав ĕҫĕсене йĕркелеме тата реконструкцилеме пурĕ 1,9 млрд пăхса хăварнă.

«Хăрушлăхсăр тата паха ҫулсем» приоритетлă проектсене пурнăҫа кĕртме регионти влаҫсем пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ. Министр каланă тăрăх, палăртнă объектсем вăхăтра пурнăҫа кĕрсе пынине асăннă, ҫав вăхăтрах хăш-пĕр ҫитменлĕхсем ҫинчен те каласа хăварнă.  Ҫĕнĕ Шупашкарта, Муркашра икĕ объектпа йывăлăхсем сиксе тухнине пĕлтернĕ.  Шупашкар хулинче Мускав кĕперне анлăлатассипе те хĕрӳ ĕҫ пынине палăртнă вăл сăмаха тăсса.  Паянхи кун объект ĕҫне пурнăҫлама 313,3 млн укҫа-тенкĕ куҫарса та пама ĕлкĕрнине палăртнă министр.  Ял тăрăхĕсенчи ҫулсене тирпейлесе сарас ĕҫ те аванах пурнăҫланса пырать.  Пурĕ 5,4 ҫухрăм ҫул сарнă.  Ăна валли 108,8 млн тăкакланă. Паян Владимир Иванов Чăваш Республикин делегацийĕ «ДОРОГАЭКСПО» курав ĕҫне епле хутшăнни ҫинчен каласа кăтартнă.  Палăртнă мероприяти Мускавра юпа уйăхĕн 10-13-мĕш кунĕсенче иртнĕ.  

Иван Моторин йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем тавра сăмах хускатнă.  Муниципалитетсем шайĕнче объектсене пурнăҫа епле кĕртсе пынине ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин  Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăх министрне муниципалитетсемпе тухăҫлăрах ĕҫлеме чĕнсе каланă.  Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем ҫул-йĕрсем хĕрринчи усал ҫӳп-ҫап куписем пуҫтарăнса выртни ҫинчен пăшăрханса калаҫнă, ку енĕпе ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме сĕннĕ.

 



16 октября 2017
17:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter