Михаил Игнатьев Сочире регион хатĕрлесе тăратнă курав площадкинче Чăваш Ен делегацийĕпе тĕл пулнă

«Участие делегации Чувашии в XIX Всемирном фестивале молодежи и студентов будет вписано золотыми буквами в историю республики», – Михаил Игнатьев

   Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата сумлă делегаци Сочире Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче уҫăлнă ҫамрăксемпе студентсен  XIX-мĕш фестивальне хутшăннă.

 

Аса илтеретпĕр, фестиваль Сочире юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуҫласа 22-мĕш кунĕччен пырать.  Ҫак пулăм ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ ҫитĕнекен ăрушăн. Пĕтĕм халăхсен хушшинчи ҫыхăнусене сарма витĕм кӳрет.  Кăҫал форум ĕҫне тĕнчери 180 ҫĕршывран 20 000 ҫамрăк хĕр-упраҫпа яш-кĕрĕм пуҫтарăннă.  Мероприятине РФ субъекчĕсен ертӳҫисем хутшăнма кăмăл тунă.  Кăҫалхипе Раҫҫей Федерацийĕ виҫҫĕмĕш хут ҫамрăксемпе студентсене пĕр чăмăра пухать.  Маларах ҫак мероприяти 1957 ҫулта тата 1985 ҫулсенче иртнĕ.  

Чăваш Республикинчен пĕтĕмпе 125 ҫамрăк ача тата 60 волонтер хутшăнма кăмăл тунă.  Вĕсем паллах, ҫирĕп конкурс витĕр тухнисем.

Михаил Игнатьев Сочире регион хатĕрлесе тăратнă курав площадкинче Чăваш Ен делегацийĕпе тĕл пулнă.  Пурне те ҫак уяв ячĕпе саламланă, тухăҫлă ĕҫлеме чĕнсе хăварнă.

Чăваш Енĕн экспозицийĕнче ҫамрăксен пуҫаруллă проекчĕсемпе паллашма меллĕ пулнă.  Республикăри вĕренӳ тытăмĕн тĕрлĕ енĕсене анлăн ҫутатса паракан куравсем те сахал мар хатĕрленĕ.

«Хамăрăн паха ĕҫ опычĕсене ытти регионсемпе пĕрле сӳтсе явма пултаратпăр.  Пирĕнтен кашни пиллĕкмĕш ҫынни – волонтер. Республикăра ачасемпе ҫамрăксен тĕрлĕ юхăмĕсем лайăх вăй илсе аталанса пыраҫҫĕ.  Обществăлла организацисем курăмлă ĕҫлени куҫкĕретех», - тенĕ Чăваш Енĕн делегацийĕн ертӳҫи Анна Головина.  «Ҫамрăксем чупăва тата ГТО нормисене тултарма та хатĕр пулнине пĕлтернĕ. Ылтăн медальсемпе каялла тăван тăрăха килессине шанатăп», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

«Фестиваль лайăх кăмăл-туйăм парнелессе шанатăп.  Ҫак фестивале хутшăнни республика историйĕшĕн ылтăн сăрăпа ҫырăнса юлĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.    Ҫак кун республика Ертӳҫи ытти регионсенчи ҫамрăксемпе те тĕл пулнă, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки  ыйтса пĕлнĕ.

Фоторепортаж



16 октября 2017
10:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter