Сочире Пĕтĕм Раҫҫейри ҫамрăксемпе студентсен фестивалĕнче  Чăваш Ен хатĕрлесе тăратнă экспозицине Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председателĕн Пĕрремĕш ҫумĕ, Раҫҫей Олимп Комитечĕн Президенчĕ Александр Жуков кĕрсе курнă, тивĕҫлипе хакланă

Экспозицию Чувашии на XIX Всемирном фестивале молодежи и студентов посетил Первый заместитель Председателя Государственной Думы РФ, Президент Олимпийского комитета России Александр Жуков

  Юпа уйăхĕн  15-мĕшĕнче Сочире Пĕтĕм Раҫҫейри ҫамрăксемпе студентсен фестивалĕнче  Чăваш Ен хатĕрлесе тăратнă экспозицине Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин Председателĕн Пĕрремĕш ҫумĕ, Раҫҫей Олимп Комитечĕн Президенчĕ Александр Жуков кĕрсе курнă, тивĕҫлипе хакланă.

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, регионта массăллă спорт активлă аталанса пынине палăртнă, ҫулсерен тĕрлĕ спорта хутшăнма кăмăл тăвакансен йышĕ ӳссе пынине пĕлтернĕ.  «Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче йĕркелесе ирттерекен «Наци кросĕнче»  Чăваш Енрен хуласемпе районсенчен 50 пинрен пуҫласа 60 пин таранах халăх йышлăн пуҫтарăнать», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.    

Республикăра массăллă спорта аталантарма сахал мар тĕрлĕ условисем йĕркеленĕ тесе сăмаха малалла тăснă Михаил Игнатьев.  Калăпăр, нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче спорт хатĕрĕсене вырнаҫтарнă, кулленех объектсем хута каяҫҫĕ.  Пысăк спортра тивĕҫлĕ вырăнсем йышăннисене те патшалăх тĕрлĕ енлĕн пулăшупа тивĕҫтерме тăрăшать.  Чăваш Республикинче база спорчĕн 13 енĕпе спортсменсене хатĕрлесе пыаҫҫĕ.  «Эпир чăн-чăн патриотсем пек хамăрăн Раҫҫей чысне спорт аренинче хӳтĕлеме хатĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха пĕтĕмлетсе.

Александр Жуков хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республики 2014 ҫулта «Раҫҫей – спорт ҫĕршывĕ» Пĕтĕм халăхсен хушшинчи спорт  мероприятине ҫав тери пысăк шайра йĕркелесе ирттернине палăртнă, ырăпа асăннă, йĕркелӳҫĕсен ĕҫне мухтанă.  Регион спорт чысне чăнласах та ҫӳллĕ шайра тытса пынине тепĕр хут ҫирĕплетсе хăварнă.   

Фоторепортаж

  



16 октября 2017
07:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter