Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ Дмитрий Козак РФ регионĕсен ертӳҫисемпе тата федерацин ятарлă службисен ертӳҫисмпе ирттернĕ селектор канашлăвне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

 Дмитрий Козак провел всероссийское селекторное совещание о ходе подготовки предприятий жилищно-коммунального комплекса субъектов Российской Федерации к работе в осенне-зимний период

  Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕннче  Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ Дмитрий Козак РФ регионĕсен ертӳҫисемпе тата федерацин ятарлă службисен ертӳҫисемпе селектор канашлăвне ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă комплекс пайне  2017-2018-мĕш ҫулсенче хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлесси пулнă.  Асăннă видеоканашлăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

 

Хутса ăшăтмалли тапхăр РФ 69 регионĕнче хĕрӳ пуҫланнă. Кăтартăва ҫак ыйтупа пăхас пулсан, пĕлтĕрхинчен чылай лайăхрах пулни курăнать тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Дмитрий Козак. «Пур-пĕрех ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть.  Хутса ăшăтмалли тапхăр вăхăтĕнче нимĕнле кăлтăк та пулмалла мар.  Халăхпа ҫыхăннă ыйту ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.   Хатĕрленӳ тапхăрне илес пулсассăн, планпа килĕшӳллĕн пулса пырать тесе пĕлтернĕ Раҫҫей Федерацийĕн строительство Министрĕ Михаил Мень.  

Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем ЖКХ парăмĕсем пирки ҫивĕч ыйту тăратнă.  Паянхи кун тĕлне парăм 183 млрд ҫитнине асăннă Михаил Мень.

«Парăм ҫулран ҫул юр чăмăркки пек ӳссе пырать.  Пĕлтĕрхинчен кăҫал парăм тата та 10 процент хăпарнă. Чăтмалла мар кăткăс ыйту тухса тăрать.  Йышăну нимĕнле те ҫирĕплетсе хăвараймастпăр.  Ятарлă службăсен тĕплĕнрех ĕҫлеме тăрăшмалла, ҫав шутрах тĕрĕслевпе асăрхав службисен, Шалти ĕҫсен министерствин те ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть», -тесе ҫирĕп каланă  Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ Дмитрий Козак.

Дмитрий Козак управляющий компанисен ĕҫне тимлĕрех тĕрĕслесе тăма, кирлĕ пек мерăсем йышăнма хушнă. Вĕсен пурин те яваплăха туйса таса чунпа ĕҫлемеллине асăрхаттарнă, парăмсене саплаштармаллине каланă.

Ку хутĕнче РФ Правительствин Председателĕн Ҫумĕ  хăйĕн сăмахĕнче бюджет организацийĕсен те парăм виҫисем хăпарса пынине палăртнă.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ организацисен  парăмĕсене вăхăтра тĕплемелле тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.

Канашлу вăхăтĕнче РФ энергетика Министрĕн ҫумĕ  Андрей Черезов докладра, кăҫал ҫак асăннă тытăмра кăлтăксем сахалтарах пулассине шанса каланă.  Укҫа-тенкĕ сахал мар тăкакланине пĕлтернĕ.   Юсав ĕҫĕсене йĕркелеме йышăннă программăсем туллин пурнăҫа кĕрсе пынине асăннă вăл сăмаха тăсса.  РФ экологипе атом асăрхавĕн федераци службин Ертӳҫин ҫумĕ Александр Трембицкий йĕрке пăснă тĕслĕхсем пирки чарăнса тăнă.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче хутса ăшăтмалли тапхăра планпа килĕшӳллĕн вăхăтра пурнăҫа кĕртнĕ.  Кирек-епле кăлтăка та сирсе яма мĕнпур службăсем хатĕр, кунĕ-ҫĕрĕпе ятарлă службăсем инкексем пулассинчен сыхă тăраҫҫĕ. Специалистсемпе ҫĕршер ытла вĕренӳ пайĕсене йĕркелесе ирттернĕ.  Хутса ăшăтмалли хатĕрсем те запасра пур, резерв тулли.  

2016/2017-мĕш ҫулсенче хутса ăшăтмалли тапхăр вĕҫленнĕ хыҫҫăн парăм виҫи ЖКХ 13,2 процента ҫити чакнă, вăл виҫе 3 млрд 954,7 млн танлашнă.    Чи пысăк парăм, паллах, «Коммуналлă технологи» ТМЯО парăм 1 млрд 314,2 млн ҫитнĕ. Вăл пур-пĕрех тăрса юлнă-ха.  Ыйтăва Чăваш Ен Правительстви ҫирĕп тĕрĕслевре тытать. «Саккунсен базине тата та ҫирĕпрех йышăнса хăварма тĕллев лартатпăр. Ҫак асăннă сферăра йĕрке пулассине шанатпăр. Йĕрке пăсакансем явап тытĕҫ », - тесе каланă Михаил Игнатьев.

«Бюджет организацийĕсен парăм пачах та ҫук.  Ку енĕпе эпир вăйлă ĕҫлетпĕр.  Хутса ăшăтмалли тапхăр вăхăтра пуҫланнă. Тĕпрен юсав ĕҫĕсем нумай хваттерлĕ ҫуртсенче пынине кура, хăш-пĕр кăлтăксем тăрса юлнă.   Ҫак кунсенче вĕсене те ăшăпа тивĕҫтерме тĕллев лартнă», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Ертӳҫи.

Фоторепортаж

  



18 октября 2017
16:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter