Раҫҫей Федерацийĕн спорт Министрĕнчен  Павел Колобковран Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне Тав ҫырăвĕ килсе ҫитнĕ

 Раҫҫей Федерацийĕн спорт Министрĕ  Павел Колобков ĕҫлекенсен хушшинче йĕркеленĕ Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнчи спартакиадăна  Чăваш Енре ҫӳллĕ шайра ирттерме витĕм кӳнĕшĕн, Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева  ырласа тав сăмахĕ ҫырса янă.

Спартакиадăна хутшăннисем пĕр харăссăн регионта спорт бази пуян пулнине ҫирĕплетнĕ. Чăваш Республикинче пурăнакансем ăшă кăмăлпа кĕтсе илнине палăртса ҫырнă Ертӳҫĕ хăйĕн тав ҫырăвĕнче.  

«Спорт юхăмне вăй илтерсе аталантарма пулăшу панăшăн тав тăватăп. Малашне те пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлессе шанатăп. Раҫҫей Федерацийĕн спорт аталанăвĕн ыйтăвĕсене татса парассипе килĕшсе ĕҫлессе ĕненетĕп», - тенĕ Павел Колобков.   

Аса илтеретпĕр, 2017 ҫулта авăн уйăхĕн 21-25-мĕш кунĕсенче регионта Пĕтĕм Раҫҫей шайĕче ĕҫлекенсем хушшинче IV-мĕш спартакиада иртнĕ. Вĕсенче Раҫҫей Федерацийĕн 40 регионĕнчен 1000 ытла ҫын хутшăннă.  Спартакиада ҫав тери ҫӳллĕ шайра иртнĕ, Раҫҫей Федерацийĕн Спорт министерствипе Раҫҫейри ирĕклĕ Профсоюзсен пĕрлешĕвĕ ирттернĕ массăллă мероприятийĕ пулса тăнă.

 

  



19 октября 2017
09:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter