2018-мĕш ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа Чăваш Республики федераци бюджетĕнчен ҫемьесенче виҫҫĕмĕш е тата малаллахи ачасемшĕн кашни уйăхра парса тивĕҫтермелли пулăшăва илме тытăнĕ

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин витĕмлĕхне пула, 2018-мĕш ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа Чăваш Республики федераци бюджетĕнчен ҫемьесенче виҫҫĕмĕш е тата малаллахи ачасемшĕн кашни уйăхра парса тивĕҫтермелли пулăшăва илме тытăнĕ.

Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин Раҫҫейре демографи лару-тăрăвне лайăхлатас политикăна пурнăҫа кĕртмелли Указа ҫĕнĕлĕхсем кĕртни пирки алă пусса ҫирĕплетнĕ.   

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, енчен те ҫемьесенче виҫҫĕмĕш ачасем е малаллисем 2012 ҫулта раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ хыҫҫăн ҫуралнă пулсан, федераци хыснинчен кашни уйăхра укҫан пулăшу памалли мера малалла пуласси паллă.   

Аса илтеретпĕр, 2013 ҫулта Чăваш Республикинче нумай ачаллă ҫемьесене кашни уйăхра парса тивҫтермелли пулăшăвăн калăпăшĕ ҫыннăн пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫипе танлашнă.

2016 ҫулта Чăваш Енĕн демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине кура, ҫак пулăшăва Федераци хыснинчен илмеллине пăрахҫланă.  Апла пулсан, 2017 ҫулта виҫҫĕмĕш ачасем ҫемьесенче ҫуралнисемшĕн РФ федераци бюджетĕнчен пачах та укҫа куҫман. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫак пулăшу парса тивĕҫтермелли критерине улăштармалли пирки пĕр хутчен ҫеҫ мар ыйту хускатнă пулнă.

2017 ҫулта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕ ҫумĕнчи ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Анна Кузнецовăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ чухне те ҫак ыйту тавра тĕплĕн калаҫу хускатнă.  Чăваш Енре ача ҫураласлăхĕн коэффициенчĕ чи пысăкки шутланать ытти субъектсемпе танлаштарсан, анчах та республикăна программăран хăтарса, уйăхсерен хушса тӳлемелли пулăшăва тивĕҫтерме пăрахăҫланă тенĕ вăл ун чухне.

«Ҫемьесене  пулăшу памалли ыйту ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Субъектсене укҫан хушса тӳлемелли критерисене ҫĕнĕлле пăхса тухмалла. Шанатăп, пĕрле ăнланса тухăҫлă ĕҫлессе, нумай ачаллă ҫемьесене витĕм кӳрессипе кирлĕ пек йышăнусем туса хăварассине те ĕненетĕп», - тенĕ ун чухне Михаил Игнатьев Анна Кузнецовăпа тĕлпулу ирттернĕ самантра.    

Палăртса хăваратпăр, хальхи вăхăтра регионта ҫак пулăшăва тивĕҫекенсем 4,5 пин ҫемьене шута илнĕ.  Указа РФ ҫĕнĕлĕх кĕртнĕ хыҫҫăн, пирĕн регионта уйăхсерен пулăшăва 8,7 пин ача тивĕҫет.

 

  



19 октября 2017
15:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter