«Республикăра кашни пиллĕкмĕш ҫурта тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелемелли программăна тĕпе хурса тирпей-илем кӳртнĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хулинче ĕҫлĕ визитпа ҫӳренĕ, нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене епле йĕркелесе ирттернипе кăсăкланнă.  Унпа пĕрле паян ҫула Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов, Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков,  «Фонд капремонта» НО генеральнăй директорĕ Олимпиада Епифанова тухнă.  Ертӳҫĕсем муниципалитетри пурăнмалли нумай хваттерлĕ виҫĕ ҫуртăн шăпипе паллашнă. Шупашкарти Мате Залка урамĕнчи 3-мĕш ҫурта 1986 ҫулта хута янă.  Хальхи вăхăтра объектра ҫуртăн ҫивĕттине витеҫҫĕ, электричество тытăмне тĕпрен улăштараҫҫĕ.   Ҫуртра пурăнакансем организаци пурнăҫлакан ĕҫсемпе ҫав тери кăмăллă. «Питĕ маттур предприятийĕн ĕҫченĕсем, ирхине 7 сехетрен пуҫласа мĕн ҫĕрлечченех вăй хураҫҫĕ, шавлама юраман вăхăта тĕпе хурса кăна ĕҫе пурнăҫлама пăрахаҫҫĕ», - тенĕ пĕр харăссăн вырăнти халăх. Юсав ĕҫĕсене эпир питĕ кĕтнĕ тесе пĕлтернĕ хăйсен шухăшне ҫынсем.    «Ҫуртăн ҫивĕттине кашни ҫул тенĕ пек витнĕ, анчах кăлăхах. Паян пире питĕ кăмăллă, тинех йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту вырăнтан хускалчĕ», - тенĕ вĕсем сăмаха малалла тăсса.

Михаил Игнатьев ҫынсен сăмахне ĕненсе, объектăн ĕҫĕпе тĕплĕн паллашнă, ĕҫлекенсемпе курнăҫнă, ҫуртăн тăррине хăпарса тĕрĕсленĕ.    

Нумай хваттерлĕ ҫуртăн канаш председателĕ  Иван Федоров хăйĕн сăмахĕнче, кашни кун объектăн ĕҫне хăй ҫивĕч тĕрĕслесе тăнине пĕлтернĕ.  Правительство ертӳлĕхне ҫак палăртнă ҫурта программăна кĕртсе хăварнăшăн ырланă.  Пуҫламĕш тапхăрта ҫуртăн электричество пирки плана кĕртмен пулнă, ăна 2019 ҫулта пурнăҫлама тĕллев лартнă. Ҫивĕттине витесси пирки вара 2027-мĕш ҫулта программăпа килĕшӳллĕн плана кĕртнĕ. Халăх килĕшсе лайăх ĕҫленине пăхса, ҫынсем хăйсен тӳлемелли укҫа виҫине вăхăтра тата туллин пуҫтарса панине кура, программăн планне ҫĕнĕлĕх кĕртнĕ, кĕске вăхăт хушшинче юсав ĕҫне тытăнма пуҫланă.  «Халăх укҫана 92 процент пухса парать.  Паянхи кун ҫак виҫе 98 процента ҫитни те куҫкĕретех.  Ҫынсем ĕҫлекенсене шанаҫҫĕ, хапăл тусах хăйсен укҫа виҫине пуҫтарса параҫҫĕ», - тенĕ Иван Федоров.    

«Вертикаль» ТМЯО управляющий компанийĕн директорĕ Светлана Лясина хăйĕн сăмахĕнче халăха ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене пурнăҫлама чăрмавсем кĕме юраманнине асăрхаттарнă. Енчен те кăлтăк сиксе тухсан, явап тытма тивĕ тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.

Ҫак ҫуртра пурăнакан Галина Сайкина счетчик ыйтăвĕ пирки калаҫу пуҫарнă.  Хăш-пĕр ăнланманлăхсем сиксе тухнине пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев ыйтăва Чăваш Республикин Строительство министерствине тата Патшалăх ҫурт-йĕр инспекцийĕн ертӳлĕхне уҫăмлатма хушнă. Ҫула май, регион Пуҫлăхĕ хула ертӳлĕхне автомашинăсем ăҫта кирлĕ унта-кунта тĕлли-паллисĕр вырнаҫса ларнăшăн критикленĕ.  Илемлĕх вырăнĕсенче те машинăсем тавралăх сăн-сăпатне пĕтерсе тăнине каланă.

Хусанкай урамĕнчи 9-мĕш ҫуртра та хĕрӳ ĕҫ пырать.   «СК Леон» ТМЯО подрядлă организацийĕн директорĕ Сергей Михайлов объектра ĕҫсем планпа килĕшӳллĕн пурнăҫланса пынине асăннă. Халăха сиен кӳрес мар тесе, киввисене ҫĕннисене хута ямасăр пăрахăҫламаннине пĕлтернĕ. Пурĕ ҫурта тĕпрен ҫĕнетме 6 млн уйăрние каланă вăл сăмаха малалла тăсса.   Юнашар ҫуртра пурăнакансем те республика Ертӳҫине тав тунă.   Михаил Игнатьев ҫуртри пăрăхсене епле улăштарнине сăнанă, ĕҫлекенсемпе тĕл пулса калаҫнă. Ҫак объектра та нимĕнле кăлтăксем те ҫук пĕтĕмпех йĕркеллĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăш-пĕр ҫитменлĕхсем пирки пур-пĕрех чарăнса тăнă, почта ещĕкĕсем илемсĕр пулни куҫа пăсать,  ҫуртсем умĕнче утса ҫӳремелли ҫулсем те тасах мар, ҫĕнетсе сарсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл.  Ҫуртра пурăнакансем машинăсем лартмалли вырăнсем ятарласа тума май килмĕ-ши тесе ыйтнă вырăнти влаҫран. Алексей Ладыков муниципалитет программипе килĕшӳллĕн ыйтăва вырăнтан хускатма май килессине пĕлтернĕ.  

Ертӳҫĕсем хулари Патриса Лумумбы урамĕнчи 23-мĕш ҫурт шăпипе те кăсăкланнă. Ҫурта 1963 ҫулта хута янă.  Нумай хваттерлĕ ҫуртсен шăписем пур-пĕрех ертӳҫĕсене кăна мар, ытти халăха та кулленех пăшăрхантараҫҫĕ.   Кунта пурăнакансем ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелемеллишĕн хăйсен взносне 95 процента ҫити тӳлет. Кăтарту ҫав тери лайăх, ыттисемшĕн тĕслĕх тесе те йăнăш мар. Вырăнти халăх «Калинка» ТОС председателĕн ĕҫне пысăка хурса хакланă, малашне те пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлеме шантарнă. Ветерансем  кăҫалтан хăйсене пухăнса канашламалли ятарлă пӳлĕмсĕр тăрса юлнине палăртнă.   Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ветерансен сĕнĕвĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине тĕпе хурса, ыйтăва уҫăмлатма каланă.  Калинин районĕн администрацине вырăнти депутатсемпе пĕрле ыйтăва пăхса тухма сĕннĕ. Ку хутĕнче пухăннă пек чухне,  ертӳҫĕсем халăхăн ыйтăвĕсене те итленĕ.  Микрорайона тирпей-илем кӳртесси пирки сӳтсе явнă. «Хăрушлăхсăр хула» программăпа килĕшӳллĕн, ҫурт таврашĕнче  видеокамерăсем вырнаҫтарнă, ҫулсене сарнă.    Ҫуртсем таврашĕнче хуҫасăр юхăнса выртакан машинăсем пирки сăмах пуҫарнă. Вĕсене пуҫтарса тирпейлемеллине асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Сăмаха май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионта палăртнă программа, нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелессипе 2014-мĕш ҫултан ĕҫлеме тытăннине каланă.  Ҫак кĕске вăхăт хушшинче республикăра сахал мар ĕҫ пурнăҫланине палăртнă.

«Чи малтанах программа ĕҫлеме пуҫласан, халăх ăнланмасăр калаҫу сахал мар хускатнă.    Укҫана та ун чухне 50 процента ҫити ҫеҫ пуҫтарма тӳр килнĕ. Халĕ пĕтĕмпех урăхла, халăх влаҫа ĕненет, шухăш-кăмăл та ырă енне улшăнни куҫкĕретех, кăтарту ҫулран ҫул ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Ҫуртсем вăхăтра тирпейленеҫҫĕ», - тесе каланă вăл.

Михаил Игнатьев ҫак виҫĕ ҫул хушшинче Капремонт фондчĕ халăхран пурĕ 1,935 млрд пухнине пĕлтернĕ. Регионта 1089 ҫурта тĕпрен юсанă.  

«Апла пулсан, кашни 5-мĕш ҫурта республикăра тĕпрен юсав ĕҫĕсене ирттернĕ.  Халăх укҫине эпир питĕ перекетлĕ усă курма тăрăшатпăр. Кашни тенки тĕллевлĕн тăкаклантăр тесе, ăна тата ҫитменнине ҫирĕп тĕрĕслетпĕр», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.    

Фоторепортаж  

  



19 октября 2017
17:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter