Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн строительство Министрĕ Михаил Мень йĕркелесе ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă

 Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в селекторном совещании по проблемам обманутых дольщиков

  Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн строительство Министрĕ Михаил Мень йĕркелесе ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă. Ҫурт-йĕр строительствин ĕҫне пая кĕрсе пăтăрмахсем тӳснисене хӳтĕлес ыйтусене палăртнă канашлура тĕплĕн сӳтсе явнă.

 

Раҫҫей Федерацийĕн Строительство министерстви хушăвĕпе килĕшӳллĕн, граждансен ыйтăвĕсене уҫăмлатассипе  субъектсенче ҫулсен карттине йĕркеленĕ.  Суя подрядчиксене тӳрре кăларассипе ҫине тăрса ĕҫлеме кӳлĕннĕ, вĕсене ятарлă реестра кĕртсе хăварма та килĕшнĕ.  

Михаил Мень йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтусене татса памалли схема пирки каласа кăтартнă.  Ҫурт-йĕрсем хута яма палăртнă ҫĕр пайĕсене ытларах инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕҫне явăҫтармаллине асăннă. Тепĕр пысăк ыйту вăл, тӳрĕ кăмăлпа ĕҫлемен организацисенчен хăпса, лайăх ĕҫлекен подрядчиксене ĕҫлеме шанмаллине каланă.

Раҫҫей Федерацийĕн строительство Министрĕ Михаил Мень хăйĕн сăмахĕнче, Раҫҫей регионĕсенче пая кĕрсе ĕҫлекен строительство тытăмĕн ыйтăвĕсене ятарлă тĕрĕслевпе асăрхав служби тимлеменнине палăртнă, уполномоченнăй органсем те пулманнине каланă.  Селектор канашлăвĕнче РФ субъекчĕсен ертӳҫисем ҫӳлерех асăннă йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтăва татса парассипе ĕҫсем мĕнле пурнăҫа кĕрсе пыни пирки каласа кăтартнă.

Чăваш Республикинче юпа уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне йывăрлăх кăларса тăратакан пĕр объект шутланать.  Пая кĕрсе тӳленĕ 78 ҫын паянхи кун та хваттерсем илеймен-ха. Хальхи вăхăтра маларах палăртнă организаци ĕҫне пăрахă  ҫласа «Строительная компания «Гарант» ТМЯО ҫĕнĕ подрядчике ĕҫе пурнăҫлама шаннă.  Объекта 2017 ҫулта хута яма тĕллев лартнă.  Республика Правительстви ҫĕнĕ подрядчике кирлĕ пек патшалăх пулăшăвне парса тивĕҫтерет. Ăна валли 12,7 млн тенкĕ уйăрнă.  

Палăртса хăваратпăр, 2012-мĕш ҫултан пуҫласа Чăваш Енре йывăрлăх кăларса тăратнă 8 объектăн ĕҫне вĕҫне хĕрне ҫитернĕ, халăхăн ыйтăвне туллин татса панă.

Фоторепортаж

  



19 октября 2017
08:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter