Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев Сочире Пĕтĕм тĕнчери ҫамрăксемпе студентсен фестивалĕнче Чăваш Республикинчен 125 яш-кĕрĕм, вĕсенчен 60-шĕ волонтер хутшăннине пĕлтернĕ

 Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере ирттерекен ĕҫлĕ планеркăра, вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин  министрĕ Юрий Исаев Сочире Пĕтĕм тĕнчери ҫамрăксемпе студентсен фестивалĕнче Чăваш Республикинчен 125 яш-кĕрĕм, вĕсенчен 60-шĕ волонтер хутшăннине пĕлтернĕ. Кунсăр пуҫне Чăваш Ен фестиваль программипе килĕшӳллĕн, культура пайĕнче регионсен куравĕнче хутшăнасси те паллă тенĕ.  

Аса илтеретпĕр, РФ юпа уйăхĕн 14-22-мĕш кунĕсенче ҫак фестивале виҫҫĕмĕш хут тĕнче шайĕнче йĕркеленет. Малтан вăл Мускавра 1957 ҫулта, кайран 1985 ҫулта пулнă. Ун чухне тĕнчери 180 ҫĕршывран 20 000 ҫамрăк яш-кĕрĕм хутшăннă.

«Чăваш Енрен каякан ушкăна лайăх хатĕрлесе ҫитермелле. Чи пахи - ҫамрăксем пуҫаруллă пулни. Унтан ҫĕнĕ пĕлӳпе тата ҫитĕнӳпе таврăнччĕр», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

 Кашни эрнере пулакан ĕҫĕ канашлура пухăннă ертӳҫĕсем Ростехнадзорăн Атăлҫи тăрăхĕнчи управленийĕн 2016 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тата 2017 ҫулăн пĕрремĕш ҫур ҫулти ĕҫ пĕтĕмлетĕвĕсене тишкерни ҫинчен тĕплĕн сӳтсе явнă, Шупашкарта Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнчи ҫурран утассипе спорт мероприятийĕ иртнине,  сусăр инвалид ачасен хушшинчи спартакиада пулни  ҫинчен тата ытти хăш-пĕр ыйтусем пирки чарăнса тăнă.    

Ку хутĕнче ертӳҫĕсем тавралăха тирпей-илем кӳртесси пирки те сӳтсе явнă.  Дачăсем ҫывăхĕнче  аслă ҫулсем ҫывăхĕнчи чарăну вырăнĕсенче ҫӳп-ҫап куписем чылай выртни пирки пăшăрханса каланă. Подрядчиксен вăхăтра ҫак ĕҫсене йĕркелесе пымаллине асăннă.  Ыйтăва Чăваш Республикин Ҫул-йĕр тата транспорт хуҫалăхĕн министерствине  ҫивĕч тĕрĕслесе тăма хушнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Михаил Игнатьев Чăваш Енри  ГКЧС ертӳҫине Вениамин Петрова вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тата халăхпа тăтăшах вăрманта кăмпасем пуҫтарнă тапхăрта асăрхануллă пулмаллине пĕр самантлăха та тимлĕхе ҫухатма юраманнине тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă.

«Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Ҫĕмĕрле  районĕнче икĕ ҫамрăк вăрмана кăмпана кайсан ҫухалса кайнă пулнă та каялла таврăнман.  Паллах, вĕсене тупма май килнĕ, анчах та манмалла мар, асăрханулăх тени малти вырăнта пулмалла», - тесе каланă сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.     



02 октября 2017
14:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter