Чăваш Ери Шалти ĕҫсен министерствинче   ДНК–лаборатори уҫăлнă

Михаил Игнатьев принял участие в открытии ДНК-лаборатории МВД по Чувашии

  Юпа уйăхĕн  2-мĕшĕнче Чăваш Ери Шалти ĕҫсен министерствинче   ДНК–лаборатори уҫăлнă. Ҫак кун хĕрлĕ хăйăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Раҫҫей Федерацийĕн ШĔМ экспертпа криминалистика центрĕн пуҫлăхĕ, полици генерал-лейтенанчĕ Петр Гришин, Чăваш Ресубликинчи шалти ĕҫсен Министрĕ, полици генерал-майорĕ Сергей Неяскин торжествăлла майпа каснă.    Мероприятинче ҫакăн пекех право хуралĕнче вăй хуракан ертӳҫĕсем, федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен пуҫлăхĕсем, республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ тытăмĕнче тăрăшакансем, обществăлла организацисен ертӳҫисем хутшăннă.

 

Экспертпа криминалистика (право ăслăлăхĕн уголовлă преступленисене, вĕсене уҫса памалли меслетсемпе майсене тĕпчекен пай) центрĕн пуҫлăхĕ, полици полковникĕ Александр Сергеев пухăннă официаллă хăнасене лаборатори ĕҫĕпе паллаштарнă, унăн тĕллевĕсем пирки каласа кăтартнă.  Специалистсем йĕрке пăсакансене тупса палăртма тата уҫса пама ҫак лаборатори пысăк пулăшу кӳнине асăннă.

ДНК – анализ пĕртен-пĕр тĕрĕс палăртакан мел шутланать. Ҫийĕнчех йĕрке пăсакан ҫынна палăртма май паракан кăткăс меслет пулса тăрать. Раҫҫейри Шалти ĕҫсен министерствин  экспертпа криминалиститка центрĕн витĕмлĕхĕпе пирĕн регионта объект хута кайнă, вăл 62-мĕшĕ Раҫҫейре.  Лаборатори тĕрлĕ ҫыхăнусем урлă тĕрĕс хыпарсене вăхăтра пĕлсе тăма та май парать.

«Кăҫал ҫĕршывра пурĕ тăватă лаборатори уҫма тĕллев лартнă.  Ҫитес ҫул та ҫакăн йышши тăватă объект хута яма плана кĕртсе хăварнă.    2018 ҫул вĕҫленнĕ тĕле ҫакăн йышши 70 лаборатори ĕҫлемелле. Вĕсенчен пĕри Раҫҫейĕн ШĔМ экспертпа криминалистика центрĕнче тата тепĕр 69-шĕ Раҫҫей Федерацийĕн субъекчĕсенче ҫĕкленсе ларĕҫ», - тесе пĕлтернĕ Раҫҫейĕн ШĔМ экспертпа криминалистика центрĕн пуҫлăхĕ, полицин генерал-лейтенанчĕ Петр Гришин.   

Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен Министрĕ Сергей Неяскин хăйĕн сăмахĕнче, ҫак объекта хута яма 50 млн тенкĕ тăкакланине асăннă. Ятарлă хатĕрсене туянма федераци хыснинчен пулăшу пĕтĕмпех куҫнине палăртнă. «Маларахри вăхăтсенче ДНК-лаборатори тума Тутарстан Республикине материалсене ăсатнă пулнă. Сахал мар тăкак тӳснĕ.  Уйăх хушши анализсене кĕтмелле пулнă», - тесе каланă Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕ. Ĕҫ вăраха тăсăлса пыраччĕ тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Михаил Игнатьев ҫак объекта Чăваш Республикинче уҫасси пирки Координаци канашĕнче пĕр хутччен ҫеҫ мар сӳтсе явнине асăннă. «Хамăр тăрăхра ҫак объект пулни, йĕрке пăсакансене вăхăтра тупса палăртса явап тыттарма витĕм кӳрет. Апла пулсан, айăплă ҫынсем малашне те айăккинче пăрăнса юлаймĕҫ», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  

Ҫак кун Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шалти ĕҫсен министерствинче ятарлă уйрăмсен ĕҫĕсемпе те кăсăкланнă, «Хăрушлăхсăр хула» комплекслă программа пурнăҫа епле кĕрсе пынине курса хакланă.

Фоторепортаж

 

  



02 октября 2017
17:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter