Ăшăпа юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ҫуртсене Чăваш Республикинче 68 процент тивĕҫтернĕ

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федерааци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленесси. Ку ыйтупа Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов тĕплĕн каласа кăтартнă. Асăннă министерство авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче республикăри хула тата район администрацийĕсене сĕнӳпе тухнă.  Ҫанталăк сивĕ тăнине кура, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене ăшăпа тивĕҫтерме чĕнсе каланă.  Регионта чи малтан ҫак ĕҫе Элĕксем, Красноармейскийсем, Муркашсем, Вăрмарсем, Ҫĕрпӳсем, Тăвайсем кӳлĕннĕ, ҫавăн пекех Шупашкар хулинче те ĕҫе майлаштарма пуҫланă.

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ҫак ыйтăва Чăваш Республикинче 68 процента тивĕҫтернĕ.  Республикăра Тăвай тăрăхĕнче туллин ĕҫе пурнăҫланă. Шăмăршă, Йĕпреҫ, Вăрмар районĕсенче тата Шупашкар хулинче ĕҫ-пуҫа вĕҫлесе пыни куҫкĕретех.   

Кăштах кая юлса пыракан муниципалитетсем те пур-ха. Вĕсем Каҫал енсем, Улатăрсем, Пăрачкавсем, Куславккасем, Вăрнарсем, Сĕнтĕрвăррисем, Красоноармейскийсем тата Ҫĕнĕ Шупашкарпа Улатăр хулисем.

Строительство министрĕ хăйĕн сăмахĕнче регионта ăшăпа вĕренӳ учрежденийĕсене 84 процента яхăн тивĕҫтернине, сывлăх сыхлавĕн пайне – 67 процент, нумай хваттерлĕ пурăнмалли ҫурт-йĕрсене 70 процент, культура объекчĕсене  – 43 процент, спорт уйрăмĕсене 66 процент тивĕҫтернине пĕлтернĕ. Ҫак асăннă ыйтăва республикăра юпа уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне туллин тивĕҫтерме палăртса хунине асăннă министр сăмаха малалла тăснă май.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков Чăваш Республикин тĕп хулинче ҫуртсене 97 процент ăшăпа тивĕҫтернине пĕлтернĕ.  Ача сачĕсене 100 процент, шкулсене 98 процент, нумай хваттерлĕ пурăнмалли ҫуртсене 96 процента яхăн ăшă панине асăннă.

Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Ольга Чепрасова хăйĕн докладĕнче муниципалитетра ҫуртсене 54 процент ăшăпа тивĕҫтернине пĕлтернĕ.  Вăл шутран ача сачĕсене – 99 процент, шкулсене 76 процент, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене  50 процент, нумай хваттерлĕ пурăнмалли ҫуртсене 52 процента яхăн ăшă янине асăннă.  

Чăваш Республикинчи патшалăх ҫурт-йĕр инспекцийĕн тĕп инспекторĕ Виктор Кочетков хăйĕн сăмахĕнче, енчен те ҫуртсене ăшăпа тивĕҫтермен пулсан, хыпарсене «хĕрӳ лини» урлă илсе ҫитерме чĕнсе каланă.

 Республика Пуҫлăхĕ асăннă ыйтупа кашни кун хыпарсем пĕлтерсе тăма хушнă ятарлă служба ертӳҫине.   

«Пĕтĕмĕшле калас пулсан лару-тăру япăхах мар. Ăшăпа тивĕҫтерес ĕҫ планпа килĕшӳллĕн пулса пырать», - тесе каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин. «Халăх влаҫа ĕненни – ҫак ыйтăва епле татса панинчен те сахал мар килет. Пирĕн хамăр ума лартнă тĕллевсене туллин пурнăҫлассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле.  Ҫитес кунсенче лару-тăру пĕтĕмпех уҫăмланмалла. Ĕҫ-пуҫа вĕҫлемелле», - тесе ҫирĕп каланă Чăваш республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. «Хальхи вăхăтра ҫуртсене харпăр хăй тĕллĕн хутса ăшăтмалли системăна куҫарни питĕ меллĕ, тăкакĕ вăл ҫийĕнчех саплашăнать, хутса ăшăтнăшăн тӳлемелли укҫан виҫи вара тĕлĕнмелле пĕчĕк пулĕ», - тесе ырă хыпара тепĕр хут аса илсе хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, халăха кун пирки пĕлтерсе тăма манма юраманнине асăрхаттарнă.



02 октября 2017
14:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter