Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе пынă Канаш ларăвне хутшăннă

 

  

Авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пенза хулинче  РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе пынă Канаш ларăвне хутшăннă. Палăртнă мероприятине РФ финанс Министрĕ Антон Силуанов, Раҫҫей Федерацийĕн суту-илӳпе промышленноҫ Министрĕн ҫумĕ Василий Осьмаков хутшăннă.

Округри Канаш ларăвне федераци тата регионсенчи тĕрлĕ тытăмсен ертӳҫисем, РФ субъекчĕсен пуҫлăхĕсем, федерацийĕн тĕп инспекторĕсем, РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн аппаратĕнчи ĕҫченĕсем,  обществăлла организацисен представителĕсем тата та ытти нумай официаллă ҫынсем пуҫтарăннă.  Регионсенчи экономика пайне аталантарса пырассипе ҫыхăннă ыйтусене ертӳҫĕсем анлăн сӳтсе явнă, бюджет ыйтăвĕсене пăхса тухнă.

Ларăва уҫнă май, РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич хăйĕн căмахĕнче ҫакăн йышши мероприятисене йĕркелесе ирттерни ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă.   «Тепре чухне лару-тăрăва федераци шайĕнче йышăнса хăварнă ҫĕнĕлĕхсем регионсенчи бюджетăн тăкак пайĕсене ӳстерсе пыма хистеҫҫĕ, вĕсем шăпах та йывăрлăхсем кăларса тăратаҫҫĕ.  Улшăнусем халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайхăхлатма витĕм кӳмелле. Кирек епле ĕҫе те, ҫынсен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма йышннă пулсан, вĕсене пурнăҫлама федераци хыснинчен те пулăшу куҫмалла», - тесе каланă РФ Президенчĕн Атăлҫти федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич.

"Калăпăр, субъектсенче шкулта иккĕмĕш сменăпа ачасене вĕрентессине те пăрахăҫламалла.  Ҫак ĕҫсене пурнăҫлама 2016 ҫулта ытти чухнехинчен 6 хут нумайрах укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă. 2014-2015 ҫулсенче 2 млрд ҫулсерен куҫарнă. Ҫакăн пек йышăнусене тунине кура,   2016 ҫулта округра пĕтĕмпе ҫĕнĕ 19 шкул хута янă. 2017 ҫулта округри регионсене федераци хыснинчен 6 млрд тенкĕ пĕтĕмпе уйăрнă, 17 шкула ҫĕнĕрен хăпартма тата  реконструкцилеме пăхса хăварнă", - тесе сăмаха малалла тăснă Михаил Бабич. Сахал тупăшлă ҫемьесене, йывăрлăх тӳсекен ҫынсен пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма шалу укҫин виҫине чылай хăпартнă.  «Ыйту ҫăмăлах мар, финанс тĕлĕшĕнчен сахал мар тăкакланма тивĕ.  Пĕтĕмĕшле калас пулсан, пур-пĕрех тĕллевсене туллин пурнăҫламалла», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.    Юлашки икĕ ҫул хушшинче МРОТ виҫĕ хут ӳсрĕ. 2016 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ҫак виҫе 6204 тенкĕпе танлашнă, 2016 ҫулта утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 7500 тенкĕне ҫитнĕ, 2017 ҫулта утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа ҫак виҫе тата та хăпарнă, вăл 7800 танлашнă тесе тепĕр хут аса илсе хăварнă Михаил Бабич.  

«Кăҫал РФ Президенчĕ Раҫҫей Федерацийĕн Правительствине МРОТА 2019 ҫул тĕлне пурăнмалли чи пĕчĕк виҫе шайĕнче пулмаллине, вăл кăтартăва хăпартма тĕллев лартать», - тесе пĕлтернĕ.

Бюджет ыйтăвĕсемпе ларура РФ финанс Министрĕ Антон Силуанов тĕплĕн доклад тунă. Хальхи вăхăтра РФ Патшалăх Думине 2018-2020-мĕш ҫулсем валли бюджетăн проектне хатĕрлесе тăратнине пĕлтернĕ.

«Чи малтанах бюджета йĕркеленĕ чухне халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерессипе мерăсене пăхса хăварнă, экономикăна лайăхлатма витĕм кӳрекен критерисене йышăннă. Эпир кăҫал тата ҫитес ҫул пĕр икĕ процента яхăн кăтарту ӳсессине кĕтетпĕр», - тенĕ РФ финанс Министрĕ. «Енчен те ҫакăн пек динамикăна тытса пырас тетпĕр пулсассăн, финанс ыйтăвĕсемпе, экономика аталанăвĕпе, инвстици хывассипе курăмлăрах ĕҫлеме тĕллевсем лартмалла», - тенĕ вăл. Регионсенче инвестици явăҫтарассипе тĕллевлĕрех ĕҫлеме палăртса хумалла тенĕ сăмаха тăсса.    Мĕнпур ыйтусемпе активлă ĕҫлемеллине те каланă вăл калаҫăва пĕтĕмлетсе.

Пенза облаҫĕн губернаторĕ, Канаш ĕҫне йĕркелеме витĕм кӳрекен ĕҫ ушкăнĕн ертӳҫи Иван Белозерцев хăйĕн докладĕнче Атăлҫи федераци округĕнче регионсенче экономикăна епле аталантарса пыма май паракан мерăсем пирки каласа кăтартнă.   Налуксен пайне хăпартасси, бюджет тытăмне ҫĕнетсе вăй илтересси, тăкаксен пайне оптимизацилесси те кун йĕркинче тăнине каланă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче бюджета лайăхрах ҫĕнетсе вăй илтерме май паракан хăш-пĕр ыйтусемпе сĕнӳсем тăратнă.   

Канаш ларăвĕнче ертӳҫĕсем Раҫҫей Федерацийĕн Правительствине, Раҫҫей Федерацийĕн Экономика министерствине, Финанс министерствине, ҫавăн пекех Раҫҫей федерацийĕн Атăлҫи федераци округĕнчи субъектсенчи ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансене   ятарлă  сĕнӳсем хатĕрлесе панă.  

  Фоторепортаж



02 октября 2017
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter