Чăваш Енри Гостехнадзорăн инспекторĕсене ҫĕнĕ автомашинăсен уҫҫисене торжествăлла пулăмра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев парса чысланă

 Михаил Игнатьев вручил ключи от новых автомобилей инспекторам Гостехнадзора Чувашии

   Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Вăрнар районĕнче Чăваш Енри мĕнпур Гостехнадзор уйрăмĕсен ертӳҫисем пухăннă.  Вĕсене республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев торжествăлла майпа ҫĕнĕ машинăсен уҫҫисене парса чысланă, Вăрнар районĕн администрацийĕн умне пухăннă хăнасене, ҫак паллă пулăмпа саламланă.

 

«Ял-хуҫалăх техники юсавлă пулни сирĕнтен пĕтĕмпех килет. Хăрушсăрлăх теми малти вырăнта яланах тăмалла.  Юсавсăр техника айăпне пула, ҫемьесен хăйсен кил ăшшин пуҫлăхĕсене вăхăтсăр ҫухатма юрамасть.  Ҫак, сире шанса панă ĕҫе, тӳрĕ кăмăлтан пурнăҫланинчен пĕтĕмпех ĕҫ-пуҫ йĕркеллĕ пулса пырсси килет.  Паян сире тивĕҫтернĕ ҫĕнĕ транспорт Чăваш Енре пурăнакансен халăх ырлăхĕшĕн пултăр», - тенĕ вăл.   

Ведомство инспекторĕсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ яваплăха туйса ĕҫленĕшĕн мухтаса хăварнă.  Малашне те лайăх ĕҫлемелле пултăрччĕ тенĕ вăл сăмаха тăснă май.  Вырма вăхăтĕнче уйрăмах техникăна пĕлсе тĕрĕслев витĕр кăлармаллине асăннă. Инкекрен асăрхануллă пулма ыйтнă.   Яланах уй-хирте ĕҫленĕ чухне пурин те тимлĕхе ҫухатма юраманнине чĕнсе каланă.

 Асăннă пулăма паян  ҫакăн пекех Чăваш Республикин хăй тĕллĕн ҫӳрекен машинăсемпе ытти йышши техникăн тăрăмне асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕн тĕп патшалăх инспекторĕ Сергей Вязовский, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хутшăннă. Паян Чăваш Енĕн Гостехнадзорĕн паркĕ 12 «Лада Гранта» машинăпа пуянланнă. Вĕсене пурне те ГЛОНАССпа ҫыхăнтарма тĕллев лартнă, ҫак пулăшăва Чăваш Республикин патшалăх программипе тивĕҫнĕ.

Асăнса хăваратпăр, пĕтĕмпе Чăваш Республикинчи хăй тĕллĕн ҫӳрекен машинăсемпе ытти йышши техникăн тăрăмне асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕнче 24 пин ытла техникăна шута илнĕ.  Инспекторсем кулленех машина-тракторсене тĕрĕслесе тăраҫҫĕ, специалистсемпе профилактика ĕҫĕсене йĕркелеҫҫĕ.   Тĕрĕслев витĕр тухман техникăна ҫула кăларма чараҫҫĕ, енчен те кăлтăксем тупса палăртсан, вĕсене ҫийĕнчех пĕтерме хушаҫҫĕ инспекторсем.

Фоторепортаж

 

  



20 октября 2017
18:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter