Чăваш Республикинче право йĕркипе тивĕҫтерессипе ĕҫлекен  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  ҫумĕнчи Координаци канашлăвĕ иртнĕ

Чăваш Республикинче право йĕркипе тивĕҫтерессипе ĕҫлекен  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  ҫумĕнчи Координаци канашлăвне  паян Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.

Ларăва хутшăннисем кун йĕркине кĕртнĕ ыйтăва - ют ҫĕршывсенчи халăх РФ гражданинĕ ята илмесĕрех, саккунсăр майпа ĕҫление тĕплĕн сӳтсе явнă, йĕрке тумалли ҫинчен калакан мерăсене тишкернĕ.  

Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствин миграци ыйтăвĕсемпе тимлекен управленийĕн пуҫлăхĕ Юрий Митрафанов хăйĕн докладĕнче 2017 ҫулта юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра  ют ҫĕршывсенчен килнĕ 6 474 ҫынна учета илнине пĕлтернĕ.  Вĕсем ытларах Украинăран, Узбекистанран, Таджикистанран, Арменирен, Азербайджанран, Туркменистанран, Молдовинчен пулнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусенчен пĕрне – халăх вырăс чĕлхине пĕлменнине сăлтавланă вăл.  Тен ҫакна пула та, ытларах ҫысемпе тĕрлĕ вĕрентӳ ĕҫĕсене йĕркелесе пынине палăртнă. Йĕрке пăсассинчен служба ĕҫченĕсем кулленех сыхă тăнине пĕлтернĕ ертӳҫĕ. Ют ҫĕршывран килекен халăх региона ытларах аслă шкулсене вĕренме килет.  Хальхи вăхăтра вĕсен йышĕ 1923 ҫитнĕ.  Палăртнă йĕрке тăрăх, вĕсен вĕренӳ тапхăрĕнче общежитисенче пурăнмалла, анчах те темĕнле сăлтавсем те тупса, каҫ кӳлĕм  студентсем ĕҫе кӳлĕнме хăтланаҫҫĕ.  Ҫакă, шăпах та,  йĕркене хирĕҫленине пĕлтерет тесе асăннă Юрий Митрафанов.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствине ыйтăва ҫирĕп тĕпчесе пĕлме хушнă,  аслă шкулсен ректорĕсемпе пĕрле сӳтсе явма каланă.  Ют ҫĕршывсенчен килекенсем йĕрке пăсассинчен Координаци канашлăвĕн членĕсем ыйтăва кун йĕркинчен кăларманнине каланă регион Ертӳҫи.  

Чăваш Республикин Прокурорĕ Василий Пословский хăйĕн сăмахĕнче,  регионта ют ҫĕршывсенчен килекенсем наркотикпа алхаснине пĕлтернĕ. Калăпăр, пĕтĕмпе ҫӳлерех асăннă граждансем йĕрке пăснă тĕслĕхе 167 шута илнĕ, вĕсенчен 127-шĕ наркотиксемпе ҫыхăннине пĕлтернĕ вăл.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Лариса Арсентьева ют ҫĕршывран килекен халăх валли уйăрнă квотăсем ҫинчен каласа кăтартнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе ҫапларах каланă: «Пурсăмăрăн та пĕр тĕллев пулмалла – регионта обществăлла политика лару-тăрăвне тĕрĕс йĕркелесе тытса пымалла», - тенĕ. Вăй тытăмĕнче ĕҫлекенсен миграци ыйтăвне туллин тĕрĕс тивĕҫтерсе пымаллине палăртнă.   Ку хутĕнче усал эрех-шĕвеке саккунсăр майпа ҫынсене ҫаплипех предпринимательсем сутнин тĕслĕхĕсем ҫинчен те чарăнса тăнă, енчен те тупса палăртсан, вĕсене явап тыттармалли пирки канашланă. Тепĕр пысăк ыйту – организацисем парăмсене парас мар тесе, юриех панкрута тухнине анлăн пăхса тухнă канашлу ĕҫне пухăннисем.

Ертӳҫĕсем паян  право йĕркипе тивĕҫтерессипе тимлекен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Координаци канашлăвĕн 2017 ҫулхи ĕҫ кăтартăвне тишкернĕ, 2018 ҫул валли тĕллевсене палăртса хăварнă.

 

Малалли пулать…

 Фоторепортаж

 

  



20 октября 2017
14:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter