Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ 2012 ҫулта ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассине тĕрĕслесе тăракан ĕҫ ушкăнĕн анлă ларăвне ирттернĕ

Состоялось заседание рабочей группы по реализации майских указов Президента России

   Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ 2012 ҫулта ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассине тĕрĕслесе тăракан ĕҫ ушкăнĕн анлă ларăвне ирттернĕ.   Палăртнă мероприятине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуҫлăхĕсем хутшăннă.

 

Канашлăва пухăннисем, РФ Президенчĕ Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ларăвĕнче палăртнă хушусене,  регионта епле пурнăҫа кĕртсе пынине тĕплĕн сӳтсе явнă.  Тĕп ыйтусенчен пĕри – граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтересси те кун йĕркинче тăнă.

Чăваш республикин строительство министрĕн пĕрремĕш ҫумĕ Максим Иванов республикăн адреслă программипе килĕшӳллĕн пурĕ 12,8 пин граждана хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтернине пĕлтернĕ.  

«Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин хушăвĕпе килĕшӳллĕн палăртнă тĕллевлĕ кăтартусене Чăваш Республики туллин пурнăҫлĕ», - тенĕ вăл.

Ларура доклад тăвакансем, Улатăр хулипе Шупашкар хулинче  программăпа килĕшӳллĕн нумай хваттерлĕ икĕ ҫуртра йĕркеленĕ ĕҫсем хыҫҫăн, ҫитменлĕхсене пĕтĕмпех пĕтернине пĕлтернĕ.  

Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче, граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерес ыйтăва кулленех ҫирĕп тĕрĕслевре тытма каланă. Пур ҫавăн пек ҫынсем, вĕсене уйăрса панă ҫĕнĕ хваттерсене кăмăлпа куҫасшăн маррисем, вĕсене те лару-тăрăва тĕрĕс ăнлантарса пама сĕннĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Нумай функциллĕ центрсенче йĕркелесе ирттерекен ĕҫсем пирки муниципалитет тата регион шайĕнчи пулăшусене епле халăха тивĕҫтерни ҫинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимр Аврелькин тĕплĕн каласа кăтартнă.

2017 ҫулта 9 уйăх хушшинче пĕтĕмпе халăха 188 447 патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене панă, ятарлă хаклав тăрăх, ҫынсем  95,8 процента ҫити кăмăллă пулни паллă тесе каланă Владимир Аврелькин.  Кăҫалтан халăх НФЦ ĕҫĕсемпе кăмăллă е ҫук пулнине пĕлме СМС-ыйтăм ĕҫлеме пуҫланине те асăнса хăварнă.   Ларура тĕрлĕ министерство ертӳҫисем Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫу уйăхĕнче кăларнă указсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе ĕҫленĕ кăтартусемпе тĕплĕн паллаштарнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăш-пĕр ҫитменлĕхсем ҫинчен чарăнса тăнă, кирек епле тухса тăракан йывăрлăха та вăхăтра татса пама каланă, РФ Президенчĕн хушăвĕсене туллин пурнăҫлама хушнă.

Фоторепортаж

 

  



20 октября 2017
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter