Вăрнарта 500 ĕне усрама май паракан ҫĕнĕ ферма хута янă

 Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Вăрнар районĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелли ятарлă пысăк комплекс хута кайнă. Асăннă объекта Вăрнарти аш-какай комбиначĕ Малтикас тăрăхăнче ҫĕклесе лартнă.  Фермăра 500 ĕне  тата 400 пăру вырнаҫтарма пулать.  Чаплă пулăма паян республика Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, «Вурнарский мясокомбинат» агрохолдингăн президенчĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин агропромышленноҫ комплексĕн ветерансен канашĕн председателĕ Петр Ивантаев, Вăрнар районĕн пуҫлăхĕ Геннадий Спиридонов, Вăрнар районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Леонид Николаев пулнă.  

Пухăннисене саламланă май, Михаил Игнатьев ҫак ферма республикăри чи пысăккисенчен пĕри пулнине пĕлтернĕ.  Кунта час-часах пуян ĕҫ опычĕпе паллашма ытти тăрăхсенчен специалистсем вĕренме килнине палăртнă.  Регион Пуҫлăхĕ агропромышленноҫ пайĕнче тухăҫлă ĕҫлеме пĕлекеннисем яланах патшалăх пулăшăвне тивĕҫнине асăннă. Ĕнесем тата пăрусем усрамалли фермăсене муниципаллă пĕрлешĕве аталантарассипе ҫыхăннă комплекслă инвестици программа витĕмлĕхĕпе пулса пынине палăртнă.  Предприяти пĕтĕмпе объекта хута яма 90 млн тăкакланă. Тăкаксене саплаштарма, патшалăх пулăшăвне Вăрнарти аш-какай комбиначĕ патшалăх енчен 27 млн субсиди мелĕпе тивĕҫесси те паллă.  

Пĕр килнĕ пек чухне Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев фермăри пӳлĕмсене кĕрсе тухнă, условисемпе кăсăкланнă.

Предприятийĕн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов хăйĕн сăмахĕнче, 2016 ҫулта ҫĕнĕ комплекс уҫнине палăртнă, унта харăсах  1000 выльăх усрама май килнине пĕлтернĕ.  Кăтартусем лайăхланса пынине кура, выльăх шутне ӳстерме тĕллев лартнă. Кăҫал ака уйăхĕнче объектăн строительство ĕҫне кӳлĕннине асăннă. Паянхи куна комплексра пурĕ 1400 выльăх шутланать.  Пуласлăхра вĕсен йышне 2500 ҫитерме тĕллев лартнă.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуҫалăх тытăмĕнче вăй хуракансене ырласа тав сăмахĕсем каланă, малашне те ӳсĕмсем туса, ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ.  

Фоторепортаж



20 октября 2017
17:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter