Ҫынсене ишӗлекен ҫурт-йӗр фондӗнчен урӑх вырӑна пурӑнма куҫармалли программӑн тăваттăмĕш тапхăрĕпе пулнă ĕҫсене Чăваш Енре туллин пурнăҫланă

 В Чувашской Республике полностью реализована программа переселения граждан из аварийного жилищного фонда

  Граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерессипе тăватă ҫуллăха йышăннă республикăри адреслă программăна Чăваш Енре, паян юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче, туллин пурнăҫласа вĕҫлерĕҫ. Шупашкар хулинчи нумай хваттерлĕ юлашки виҫĕ ҫурта халăха пурăнма куҫарнă.

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫынсене хваттер уҫҫисене торжествăлла пулăмра парса чысланă. Б. Хмельницкий урамĕнчи 49 ҫуртра халăх туллиех пуҫтарăннă. Мероприятинче республика Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов, Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Алексей Ладыков пулнă.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, халăха юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерес ыйту РФ Президенчĕ Владимир Путин ирĕкĕпе пулса пынине палăртнă. Вăл пуҫару туман пулнă пулсан, паянхи кун та ҫак йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем вырăнтан тапранайман пулнă пулĕччĕҫ тенĕ сăмаха тăсса.  РФ Правительстви куҫарса панă пулăшусене тĕпе хурса программăна регионта кирлĕ пек шайра тивĕҫтернине асăннă республика Пуҫлăхĕ.  Палăртса хăвармалла регионта программăпа килĕшӳллĕн 13 пин ҫын хăтлă хваттере куҫнă. Вĕсене валли пурĕ 5 млрд тенкĕ тăкакланă. Паян мероприятине пухăннисене, ҫĕнĕ хваттере куҫнă ятпа саламласа, яланах ҫемьесенче килĕшӳ, ăнлану, ырри ҫеҫ хуҫалантăр тесе чĕнсе каланă. Пурне те нумай ҫул хушши пурăнма ырлăх-сывлăх, телей, ăнăҫусем суннă.  

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче, хулара пурăнакан 2200 ҫемье чаплă хваттерлĕ пулнине пĕлтернĕ. Ҫӳлерех асăннă Б.Хмельницкий урамĕнче малашне юрăхсăра тухнă 46 ҫуртран куҫса килнисем пурăнĕҫ.   

Ҫĕнĕ хваттерсене пурăнма куҫнисен ячĕпе Елена Полытова РФ Правительствине, Михаил Игнатьева, Чăваш Ен Правительствине, Алексей Ладыкова тата хула администрацине, строительсене ҫак ҫурта хута янăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă, чаплă хваттерсем кăмăла тултарнине пĕлтернĕ.    Пысăк хăнасем объектпа тĕплĕн паллашнă.  9 хутлă нумай хваттерлĕ ҫурта 198 ҫемье пурăнма куҫнă. Беловсен ҫемьи икĕ пӳлĕмлĕ хваттере тивĕҫнĕ. Вĕсем маларах ҫак урамра юрăхсăра тухнă ҫуртра пурăннă. Условисем калама ҫук питĕ япăх пулнă вĕсен. Паян  ҫемьешĕн чăн-чăн савăнăҫ. Патшалăх граждансене аварийлĕ ҫуртсенчен куҫарассипе йышăннă программăна пăрахăҫламасть. 2018 ҫулта РФ Правительстви ҫĕнĕ программăна вăя кĕртсе ĕҫлеме пуҫлаттарасшăн.

Фоторепортаж

 



20 октября 2017
16:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter