Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ĕҫченĕсене предприяти 60 ҫул тултарнă ятпа ăшшăн саламланă

 Михаил Игнатьев поздравил коллектив агрохолдинга «Вурнарский мясокомбинат» с 60-летием

  Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ĕҫченĕсене предприяти 60 ҫул тултарнă ятпа ăшшăн саламланă.  Паллă пулăм Вăрнар районĕнче  Культура центрĕнче иртнĕ.  Чи малтанах хăнасене аш-какай комбиначĕн тĕрлĕ таварĕсенчен хатĕрлесе тăратнă куравсемпе паллаштарнă.

 

Уява пухăннисене салаланă май,  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев предприятире таса чунпа ĕҫлекенсем вăй хунине каланă: «Организаци 60 ҫул хушшинче тĕрлĕ саманара ĕҫлерĕ.  Йывăрлăхсем те ҫитĕнӳсем те сахал мар пулнă.  Паян, вара, палăртма кăмăллă, предприяти ҫирĕп ура ҫинче тăрать, ҫĕршыв, регион шайĕнче паллă пулса тăчĕ, чапĕ пысăк комбинатăн.  Чи лайăх ĕҫлекен предприятисенчен пĕри шутланса тăрать.  Чăваш Республикин визитлă карточки те пулса тăчĕ», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ҫулсерен «Вурнарский мясокомбинат»  АО  «Агро-100» Клуб йышне кĕрет. 2016–мĕш ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсем тăрăх, предприяти пĕрремĕш вырăна тухнă. Кăҫал ҫак асăннă предприяти Вăрнар, Красноармейски, Йĕпреҫ, ҫĕмĕрле районĕсенчи  уй-хиртен 35 пин тонна тырă пухса кĕртнĕ. Паян, вĕсен предприятийĕнче пурĕ 3 пин ытла мăйракаллă шултра выльăх шутланать.  Сыснасем самăртассипе те вĕсем аванах ĕҫлеҫҫĕ, халлĕхе хуҫалăхра 14 пин пуҫ шутланать.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ предприятийĕн ушкăнне ырă кăмăлпа, яваплăха туйса, хăйсене шанса панă ĕҫе паха пурнăҫланăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă.

Вăрнарти аш-какай комбиначĕн акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов предприятийĕн историйĕпе паллаштарнă, хăш-пĕр ҫитĕнӳсем пирки каласа кăтартнă.   Предприяти паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе ĕҫлет, кулленех модернизациленет.  Пысăк технологи те вăй илсе пыни куҫкĕретех.   Регионта кулленех тĕрлĕ районсемпе хуласенче вĕсен паха лавккисем уҫăлаҫҫĕ, халăх таварсене хапăл тăвать, пысăка хурса хаклать.

Юлашки 5 ҫул хушшинче вĕсен таварсен тирпейлесе кăларассин калăпăшĕ 11 процента ҫити хăпарнă. Кун пирки уявра предприятийĕн ертӳҫи пĕлтернĕ.

Торжествăлла пулăмра яланхиллех ĕҫре хастарлăхпа палăрнисене патшалăх наградисем парса хисеп тунă. Ку хутĕнче Вăрнарти аш-какай комбиначĕ Чăваш Республикин Хисеп грамотине тивĕҫнĕ.   

Фоторепортаж

  



21 октября 2017
12:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter