Республикăри ҫул-йĕр служби хĕллехи тапхăрта ҫулсене тирпейлесе тăма хатĕр

Паян, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри  - ҫул-йĕр хуҫалăхĕ хĕллене хатĕрленсе ирттернĕ ĕҫсем. Палăртнă ыйтупа Чăваш Республикин ҫул-йĕр тата транспорт хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов тĕплĕн доклад тунă. Министр хăйĕн сăмахĕнче предприятисем пĕтĕмпех хĕллене хатĕр тăнине пĕлтернĕ. Иртнĕ кану кунĕсенче, юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче республикăри хăш-пĕр муниципалитетсенче ҫулсем пăрланнине кура, ятарлă хатĕрсем сапса тирпейленĕ. Кăҫал регионти ҫулсене пĕтĕмпе 5 подрядлă организаци тирпейлесе пăхса тăрĕ. Вĕсем: «Воддорстрой» ТМЯО, «ТУС» АО, КФК Макаров А.Н., ИП Васильев А.В., «Мезон» ТМЯО. Организацисем пурĕ 79 пин тонна ятарлă ҫулсене сармалли хатĕрсем пухса хунă,  118 техника кулленех ĕҫе тухма хатĕр тăрать. «Мезон» ТМЯО хăйăр тата ытти тавара хатĕрлессипе ыттисенчен юларах ĕҫлет. Чи ăнăҫлă ĕҫлекенни вара «Воддорстрой» ТМЯО.  Патшалăх контракчĕпе килĕшӳллĕн, организацисен ĕҫе чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕччен пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитермелле. Лару-тăрăва ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ тесе каланă министр хăйĕн сăмахĕнче.  

«Ҫул-йĕр служби хĕллехи тапхăрта ҫулсене тирпейлесе тăма хатĕр», - тесе каланă Владимир Иванов.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫулсем ҫинче ятарлă хыпарсем ҫителĕклĕ пулмаллине каланă.  «Водительсен, хăнасен, ҫулсем ҫинчи мĕнпур халăхăн хăйсем иртсе ҫӳрекен ҫулсене камсем тасатса тирпейлесе тăнине лайăх пĕлмелле», - тенĕ вăл.

Паян канашлура, регионти ҫамрăксем Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи форумра пулнине те сӳтсе явнă.  Палăртса хăваратпăр, кăҫалхипе Чăваш Ен ҫамрăкĕсем виҫҫĕмĕш хут ҫак асăннă мероприяти ĕҫне хутшăннă.  Сочи хулине пĕтĕм тĕнчерен 30 000 ҫын пуҫтарăннă, вĕсем РФ 180 ҫĕршывĕнчен пухăннă.  Чăваш Республикинчен пĕтĕмпе 125 ҫамрăк тата 60 волонтер мероприятине кайнă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев хăйĕн сăмахĕнче, ҫамрăксем регион пирки сахал мар тĕрлĕ мероприятисенче ҫитĕнӳсемпе паллаштарнине асăннă. Наукăра, спортра, культурăра вĕсем хастар хутшăннине пĕлтернĕ. Регионăн ҫитĕнĕвĕсемпе тĕплĕн хăнасене паллаштарнине те асăнса хăварнă.  Палăртма кăмăллă, Чăваш Ен хатĕрлесе тăратнă курава РФ Патшалăх Думин Председателĕн Пĕрремĕш ҫумĕ, Раҫҫей Олимп комитечĕн Президенчĕ Александр Жуков ҫитсе курнине тепĕр хут ырă хыпара каланă министр.   Чăваш Республикин спорт ҫитĕнĕвĕсене пысăка хурса хакланă сумлă Ертӳҫĕ.  РФ Ют ҫĕршыв ĕҫĕсен министерствин пичетпе Департамент директорĕ Мария Захарова Чăваш Ен ҫамрăкĕсене туслă пулнишĕн, пĕр-пĕрне хисеплеме пĕлнине, пĕр чăмăра пухăнса ĕҫленĕшĕн мухтаса ырланă, тав тунă.   Фестиваль йĕркелӳҫисем регионтан пынă делегаци спорт енĕпе хастар пулнине, ыттисенчен ҫитĕнӳпе палăрнине каланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫак пулăма чи маттуррисем, хастаррисем, пултаруллисем кайнине тепĕр хут асăннă. Вĕсен пуҫаруллă ĕҫĕсем малашне те пысăк вырăн йышăнассине шанса каланă.

Паян, канашлу вăхăтĕнче, кĕркуннепе хĕлле вăхăтĕнче хăрушсăрлăх теми ҫине те пысăк тимлĕх уйăрмалли пирки ыйтăва анлăн пăхса тухнă.

Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хăйĕн сăмахĕнче, халăхпа тăтăшах профилактика ĕҫĕсене йĕркеленине кура, ҫынсем шывра путса вилнĕ тĕслĕхсен йышĕ чакнине пĕлтернĕ.

МИХсенче те ăнлантару хыпарĕсем час-часах пичетленсе тухнине палăртнă. Кĕҫех ҫанталăк сивĕтсе пырĕ. Пăр ҫине кĕме юраманнине,  питĕ асăрхануллă пулма ыйтнă ертӳҫĕсем.  



23 октября 2017
18:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter