Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ

Паян, юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ертӳҫĕсем республикăн 9 уйăхри социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсене, малтанласа  палăртнă кăтартусене тишкернĕ. Ыйтупа тĕплĕн Чăваш Республикин Минитстрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарнă.

Чăваш Енĕн промышленноҫ производствин индексĕ кăҫал 9 уйăх хушшинче 102,7 процентпа танлашнă. Пурĕ таварсене 145,2 млрд тенкĕллĕх калăпланă. Кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 6 процент пысăк пулни курăнать.  Ҫулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ пысăк предприятисемпе тата патшалăх корпорацийĕсемпе ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассипе сахал мар презентаци ĕҫĕсене йĕркеленине асăннă ертӳҫĕ.  Чăваш Республикин промышленноҫ пайĕнчи ҫĕнĕ технологисем пирки час-часах инвестици хывакансене каласа панине пĕлтернĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Ял хуҫалăх производствин таварĕсен калăпăшĕ 2017 ҫулта 9 уйăх хушшинче 100,6 процентпа танлашнă.  Кăҫал кăтарту пур енĕпе те ӳсĕмлĕ пуласси куҫкĕретех тенĕ.  Хăмла, сахăр кăшманĕ те ăнса пулнă кăҫалхи ҫул регионта, пахча ҫимĕҫ айванрах ӳсни вара никамшăн та вăрттăнлăх мар.

Палăртма кăмăллă, кăҫал 9 уйăх хушшинче ĕҫсĕррисен шучĕ чакнă.  Атăлҫи федераци округĕнче ку енĕпе Чăваш Республикин 4-мĕш вырăнта тăрать. Ҫитĕнӳ пысăк.

Паян ĕҫлĕ канашлăва пухăннисем тăракторсем тăвакан завод шăпи пирки те сӳтсе явнă.

Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан, предприятийĕн ĕҫĕ лайăх енне улшăннине каланă. «Час-часах МИХсенче предприяти панкрута тухать тесе хыпар ҫӳретеҫҫĕ. Тепĕр хут ăнланманнисене, тĕплĕн каласа паратăп: Чапаев ячĕллĕ завод та панкрута тухнă пулнă. Анчах та, ҫак предприяти ĕҫлеме пăрахнине ăнлантармасть, вăл халĕ малта пыракан организацисен шутĕнче тăрать. Завод кал-кал ĕҫлесе малалла ăнтăлать.   Панкрута тухни – предприятине ĕҫлеме чарса лартнине пĕлтермест.  Хуҫа улшăнать организацийĕн, ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем шыраҫҫĕ, организаци вăй илме тытăнать», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.

Иртнĕ эрнере Раҫҫей Ĕҫлев министерствинче тата Минпромторгра ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă. Сăнав канашĕнче хушма пулăшу памаллине ҫирĕплетнĕ, 1,5 млрд парăма саплаштарма пулăшу куҫасси те паллă.  Кăҫал чӳк уйăхĕн варринче укҫа куҫарса пама тĕллев лартнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев сăмаха май, РФ Правительствине пĕтĕмпех ĕҫ хучĕсене ҫитернине асăннă.  Заводра кирек епле йывăрлăх сиксе тухас пулсан та, яланах Чăваш Ен Правительстви витĕм кӳме хатĕр тенĕ.

Чăваш Енĕн республика бюджечĕн кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина тĕплĕн паллаштарнă.   

Республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕ 2017 ҫулта юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне тупăш пайĕ 36847,7 млн танлашнă. Пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарас пулсан пысăкрах кăтарту, 107,3 процентпа танлашать.

Республикăн пĕрлештернĕ хыснин тăкак пайĕ 34279,2 млн танлашнă.  Чăваш Республикин республика бюджечĕн тăкак пайĕ  - 28640,2 млн ҫитнĕ.

 



23 октября 2017
16:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter