Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрнар районĕнче «ҫавра сĕтел» мелĕпе тĕплĕ калаҫу ирттернĕ

 Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрнар районĕнче «ҫавра сĕтел» мелĕпе тĕплĕ калаҫу ирттернĕ. Ертӳҫĕсем вырма ĕҫĕсен малтанласа палăртса хунă кăтартăвĕсене сӳтсе явнă.  Паллă пулăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, район администрацийĕсен ертӳҫисем, ял хуҫалăх организацийĕсен хуҫисем, агропромышленноҫ комплексĕнче ĕҫлесе хисепе тивĕҫнĕ ветерансем пуҫтарăннă.  

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче кăҫалхи ҫул ҫутҫанталăк лăпкă тăманнине кура, хăш-пĕр ĕҫсене кирлĕ пек шайра йĕркелесе ҫитерменнине асăннă. Хуҫалăхсем кукуруза туллин пухса кĕртменнине пăшăрханса каланă. Пур-пĕрех ҫанталăк ял ĕҫченĕсене кăштах та пулин ҫурла уйăхĕнче савăнăҫ парнелени сисĕнчĕ.  Хуҫалăхсем тĕш тырăна пухса кĕртме самай ĕлкĕрчĕҫ, палăртмалла пĕлтĕрхинчен тухăҫ чылай пысăкрах пулни те куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Пурĕ республикăра 728,3 пин тонна тырă тĕшĕлесе кĕлете пухса кĕртнĕ.  Кун пирки ырă хыпара Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, тухăҫ пĕлтĕрхинчен пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Ҫĕр улмине хуҫалăхсенче пĕтĕмпех тирпейлесе пуҫтарса илнĕ.  Пĕр гектар ҫĕр лаптăкĕнчен тухăҫа 44,6 ц пухса кĕртнĕ тесе сăмаха малалла тăснă ертӳҫĕ. Ку енĕпе те кăтарту пĕлтĕрхинчен чылай пысăк пулни курăнать.  Ял хуҫалăхĕнче тăрăшакансем ырми-канми вăй хунă.  Пурĕ 1147 гектартан тухăҫа тирпейлесе кĕртнĕ. Кăҫалхи ҫул кăтарту пур енĕпе те пысăк пулни сисĕнет тенĕ Сергей Артамонов. Пахча ҫимĕҫ пухса кĕртесси кăштах хавшани курăнать тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  Уйра хуҫалăхсем сахăр кăшманне пуҫтараҫҫĕ.  Регионта 12 муниципалитетра ҫак ĕҫпе тăрăшаҫҫĕ.  Выльăх апачĕ валли кукурузăна 2,9 га тирпейлесе пĕтермелле.  Хĕвел ҫаврăнăшне те пухса кĕртмелли ĕҫсем пур-ха.  Ку енĕпе те хуҫалăхсем тăрмашаҫҫĕ.

Кăҫал хуҫалăхсем патшалăх пулăшăвне пурĕ 2 млрд 410 млн тивĕҫнине пĕлтернĕ ертӳҫĕ. Мĕнпур программăсемпе туллин ĕҫленине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Ку хутĕнче хуҫалăх ертӳҫисем хăйсен йывăрлăхĕсем пирки те каласа кăтартнă. Пур-пĕрех вĕсем кăҫалхи уй-хир ĕҫĕсемпе кăмăллă юлнине пĕлтернĕ агропромышленноҫ пайĕнче тăрăшакансем.  Сăмаха май, паян яла ҫамрăксем хаваспах ĕҫлеме килнине те пĕлтернĕ.  Сезон вăхăтĕнче вĕсем сахал мар укҫа ĕҫлесе илнине каланă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитетсен, Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви умне ятарлă тĕллевсем лартнă. Ҫитес ҫул валли халех хăш-пĕр ĕҫĕсене палăртса хумаллине асăннă вăл.  Кулленех тухăҫлă ĕҫлемеллине каланă, ҫĕнĕ технологисене пурнăҫа кĕртсе пымаллине асăннă.   Тухăҫа ӳстермеллине, ялта тăрăшакансене тивĕҫлĕ шалу укҫине памаллине асăннă.

Хальхи вăхăтра Ял хуҫалăх ĕҫченĕн кунне хатĕрленесси хĕрӳ пырать. Уява ҫӳллĕ шайра йĕркелесе ирттермеллине асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.    Мероприятинче ытларах малта пыракан чаплă хуҫалăхсем пирки ҫынсене пĕлтермеллине палăртнă вăл, ҫитĕнекен ăрăва паха ĕҫ опычĕсемпе паллаштармаллине каланă.   Сăмаха пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев пурне те тăрăшса ĕҫленĕшĕн тав тунă, тăван ҫĕре хисепленĕшĕн ырласа хăварнă.

Фоторепортаж



23 октября 2017
09:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter