«Чи кирли, тĕп пуянлăх - халăх сывлăхĕ, вăл пирĕн приоритет шутланать», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттернĕ.  Ку хутĕнче вăл хăшĕсем Пăрачкаври тĕп сывлăх сыхлавĕн учрежденине хупасси пирки кăмăллă мар хыпар халăх хушшинче сарни ҫинчен пăшăрханса каланă. Ҫак палăртнă учреждение Ҫĕмĕрлери медицина центрне куҫарма тĕллев лартнине асăннă.  Ҫакăн пек ĕҫсене халăха пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерес шухăшпа реорганизаци ĕҫĕсене йĕркелесе пынине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

  Тĕп тĕллев – медицина пайĕнче тухăҫлă ĕҫлеме вĕренесси, тĕлли-паллисĕр тăкакланассинчен асăрханасси пулса тăрать.  Объектсене пĕрлештернине кура, медицина пайĕнче тăрăшакансем ĕҫсĕр тăрса юлмĕҫ, вĕсем мĕнле ĕҫленĕ, малалла та ҫакăн пекех ĕҫлĕҫ, анчах та хăш-пĕр ертӳҫĕсен  ĕҫĕсем ылмашăнма пултарасси паллă. Паллах, пĕр учрежденире икĕ пĕр пек должноҫре тăракан ҫын вăй хума пултараймĕҫ, вĕсенчен пĕрин урăхрах ĕҫе куҫма тивет.  Халăхшăн вара, чи пахи пысăк медицина пулăшăвне тивĕҫни.  Малтанласа ăҫта ҫӳренĕ вĕсем сипленме, ҫав учреждение ҫӳреме пултараҫҫĕ, нимĕнле чăрмав та пулмĕ.  Ҫакна ҫынсен лайăх ăнланмалла, усал суя хыпара салатса ҫӳреме тăрăшмалла мар. «Калăпăр, пĕр тĕп врач икĕ учрежденийĕн хуҫи пулса тăрĕ, кунта нимĕнле ăнланманлăх та пулма пултараймасть. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Йывăрлăх халăха пырса тивмест», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ сăмаха тăсса.

Михаил Игнатьев тата ҫакна та палăртса хăварнă, регионта сывлăх сыхлавĕн пайĕнче сахал мар ырă улшăнусем пулса иртнине палăртнă. Калăпăр, Шупашкар хулинче ҫĕнĕ микрорайонсенче капмар объектсем ҫĕкленсе пыраҫҫĕ, халăх кăмăллă, ҫынсене медицина ĕҫченĕсем пысăк технологиллĕ пулăшусемпе тивĕҫтереҫҫĕ.   

Палăртма кăмăллă, пĕлтĕр республикăра онкологи диспансерĕ ҫумĕнче ҫĕнĕ хирурги корпусĕ хута кайнă. «Пысăк кăтарту - технологи вăй илнине кура, телемедицина ĕҫленипе, медицина пайĕнче тăрăшакансем, чирлĕ ҫынсене вăхăтра чире шала каяссинчен тупса палăртса сыватаҫҫĕ, сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансен пĕлӳ шайĕ кулленех ӳссе пыни те куҫкĕретех. Кăҫал пуҫласа Чăваш Республикинче шыҫă чирĕпе аптракансем вилнĕ тĕслĕхсен шучĕ 5 процента ҫити чакни вара калама ҫук пысăк кăтарту», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Тепĕр пысăк ĕҫ те йĕркелеме палăртнă Чăваш Республикинче. Ҫитес тапхăрта ядерлă медицина центрне хăпарса лартасшăн.  «Чи кирли, тĕп пуянлăх  - халăх сывлăхĕ, вăл пирĕн приоритет шутланать», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.      

 



24 октября 2017
13:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter