«Хăш проектсене маларах пурнăҫа кĕртесси пĕтĕмпех республикăра пурăнакан халăхран килет», - палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

2018 ҫулта  Чăваш Республикинче хула пурнăҫне тата та хăтлăрах тăвассипе приоритетлă проекта пурнăҫа кĕртес ĕҫ малалла та тăсăлĕ.  Ҫурт-йĕрсем таврашĕнче тирпей-илем кĕртме, халăх йышлăн пуҫтарăнакан вырăнсене хăтлă тума ҫитес ҫулта 267,1 млн тенкĕ пăхса хăварма йышăннă.  Кунсăр пуҫне граждансен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртме республикăн пĕрлештернĕ бюджетĕнче уйрăм йĕркепе укҫа уйăрса хăварасси те паллă.  Кун пирки ырă хыпара паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пресс-конференцинче пĕлтернĕ.

Хăш проектсене маларах пурнăҫа кĕртесси пĕтĕмпех республикăра пурăнакан халăхран килет. Енчен те кăсăклă тата пысăк пĕлтерĕшлĕ пулсан, вăл проектсем пурнăҫа кĕресси куҫкĕретех пулĕ. «Кирек-епле пуҫаруллă сĕнĕве те тĕплĕн пăхса тухса шута илме тăрăшмалла», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче ҫак ҫӳлерех асăннă программăна пĕтĕмпе республикăри 9 муниципалитет пĕрлешĕвĕ хутшăннине пĕлтернĕ.  Вĕсем: Шупашкар, Ҫĕнĕ Шупашкар, Ҫĕмĕрле, Канаш, Улатăр хулисем, Патăрьел районĕ, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри тата Ҫĕрпӳ районĕ.

Субсидисене илекеннисем районсемпе хула администрацийĕсем.  Вĕсем ҫине ытларах яваплăх пырса тивĕ.  Вăхăтра укҫа-тенкĕне илсе, ĕҫе пурнăҫа хăвăртрах кĕртесси те пĕтĕмпех вырăнти ертӳлĕхсенчен килет. Енчен те палăртнă ĕҫсене вăхăтра пурнăҫлаймасан, вĕсен айăпĕ пулĕ.  Проектсене вăхăтра тирпейлесе ҫитермелле, унсăрăн, укҫа-тенкĕне ытти муниципалитет пĕрлешĕвĕсене куҫарса пама пултарĕҫ.  

Калăпăр, паян, Улатăр хулин хаҫачĕн корреспонденчĕ Елена Фирсова хăйсен тăрăхĕнче паркри ĕҫсене подрядчиксем ҫанталăк кĕр еннелле сулăнсан тин ĕҫе кӳлĕннине пĕлтернĕ. Паллах, каламасăрах паллă, ĕҫ пахалăхĕн шайĕ те чакасси куҫкĕретех пулĕ. Конкурс ĕҫне вăхăтра ирттерменнишĕн вырăнти пуҫлăхсене критиклесе илнĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  «Улатăр хулинчи ҫурт-йĕрсем таврашне пĕтĕмпе тирпейлесе илем кĕртме кăҫал 13 млн ытла укҫа уйăрнă. Кăлăхах, икĕ проектпа конкурс ĕҫĕсене халĕ те ирттермен. Контракт хучĕсене те алă пусса ҫирĕплетмен.  Апла пулсан, каламасăрах паллă, 4,5 млн ытти муниципалитет пĕрлешĕвĕсене куҫĕ», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   



24 октября 2017
13:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter