Граждансене аварийлĕ ҫурт-йĕртен куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерессипе йышăннă программа малалла та ĕҫлĕ

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттернĕ, унта вăл иртнĕ эрнере регионта граждансене аварийлĕ ҫурт-йĕртен куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтерессипе 2013-2017-мĕш ҫулсем валли йышăннă регионти адреслă программа туллин пурнăҫа кĕнине ырă хыпара каланă. Пурĕ 13 пин  ҫын хăтлă хваттерсене илсе савăннине, вĕсене валли 5 млрд тенкĕ тăкакланине асăннă.

2018 ҫулта РФ Правительстви программăна ҫĕнетсе пурнăҫа кĕртесси пирки ыйтăва тишкерет.  Нормативлă база йĕркине те улăштарма тĕллев лартнă. 2019-мĕш ҫулта регионсем хушма укҫа уйăрнине кура, федераци хыснинчен программăна пурнăҫа кĕртес тĕлĕшпе, пулăшу куҫарма тĕллев лартаҫҫĕ.   

Ку хутĕнче журналистсем нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелессипе ҫыхăннă ыйтусене те хускатнă. Республикăра виҫĕ ҫул хушшинче пурĕ нумай хваттерлĕ 1089 ҫурта тĕпрен юсанă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, ҫак асăннă программа вуншар ҫул та ĕҫлессине палăртнă. Халăх йышлăн укҫа пухнине кура, хăш ҫуртсене маларах юсав ирттермеллине кулленех ҫĕнĕрен пăхса тухса ҫирĕплетсе хăвараҫҫĕ. «Нумай хваттерлĕ ҫуртсенче пурăнакансем пур те пĕр харăссăн хăйсен взносĕсене тӳлесе пырсан, кăтарту 95 процентран та иртсен, ҫав объектсенче маларах тĕпрен юсав ĕҫне ирттерме палăртаҫҫĕ», - тесе асăнса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  



24 октября 2017
12:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter