Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Михаил Игнатьев пресс-конференцире регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ĕҫĕпе паллаштарнă

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Правительство  ҫуртĕнче Шупашкарта Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Михаил Игнатьевăн пресс-конференцийĕ иртнĕ.  Мероприятине пĕтĕмпе 70 ытла журналист пухăннă.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев чылай  актуаллă ыйтăва хуравланă.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, чи малтанх вăл, регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ĕҫĕпе кĕскен паллаштарса хăварнă.  

2017 ҫулта юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин консолидированнăй бюджечĕн тупăш пайĕ 36 млрд 847 млн танлашнă, вăл 107, 3 процент пулать пĕлтĕрхи ҫул ҫак тапхăртипе пăхас пулсан. Кăҫал бюджета 9 уйăх хушшинче каялла тавăрса памалли мар укҫа 12 млрд 578 млн кĕнĕ. Палăртса хунă тăрăх, ҫак кăтарту ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле 17 млрд 385 млн ҫитесси те куҫкĕретех пулĕ.

«2016 ҫулхипе пăхас пулсан, вăтамран кăтарту 10 процент хăпарнă. Ҫакă питĕ лайăх, апла пулсан эпир пурсăмăр та йĕркеллĕ ĕҫленĕ, ӳсĕм хавхалантарать.  Чи малтанах налук тӳлекенсене тав тăвас тетĕп.  Предпринимательсем таса чунпа, яваплăха туйса ĕҫе пурнăҫласа пыраҫҫĕ, налуксене те вăхăтра куҫарса параҫҫĕ», - тесе ырласа каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕ тулса пыни, ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансене халăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса пама витĕм кӳрет. Ҫынсен сĕнĕвĕсемпе шухăшĕсене те пурнăҫа кĕртсе пыни куҫкĕретех.

2017 ҫулта 9 уйăх хушшинче промышленноҫ производствин индексĕ 102,7 процентпа танлашнă.  «Ҫулталăка та ҫак кăтартусемпе вĕҫлеме тĕллев лартатпăр.  Пĕлтĕрхинчен ӳсĕм кая марри сисĕнет, динамика лайăх.  Эсир, тракторсем кăларакан заводра кăштах лару-тăру ҫăмăлах маррине те туятăр.  Ҫак ыйтупа эпир РФ Правительствипе ҫине тăрсах ĕҫлетпĕр. Федерацин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсем, Внешэкономбанк, «Ростех» те витĕм кӳни паллă», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Енчен те хăшĕ пĕрисем ĕҫсĕр тăрса юлаҫҫĕ пулсан, вĕсене те ытти профессине алла илме пулăшăпăр. «Кам та кам ĕҫлес тет, вăл ҫĕнĕ профессине вĕренсе, пысăк технологиллĕ ĕҫе вырнаҫĕ», - тенĕ калаҫăва малалла тăсса.  

Транспорт валли хатĕрсем тирпейлесе кăларассипе кăтарту 67,3 процент ӳснĕ, хими таварĕсене калăплассипе - 18,7 процент, сăран таварсене тирпейлессипе – 17,2 процент, резина тата пластмас хатĕрĕсене тăвассипе - 6,5 процент, машина валли таварсене кăларассипе - 3,5 процент ытларах кăтартăва хăпартнă.  Апла пулсан, ку енĕпе те ҫитĕнӳсем пурри пурсăмăра та малалла ĕҫлеме хавхалантараҫҫĕ.

 Ҫанталăк кăҫал лăпкă тăмарĕ, пур-пĕрех агропромышленноҫ пайĕнче вăй хуракансем тухăҫ пысăк пулнипе палăрчĕҫ.  Кăҫалхи кăтарту 101,1 – 101,5 процентпа танлашасси те паллă. 

Пĕлтĕрхи строительство тытăмĕн кăтартăвĕнчен кăҫал юларах ĕҫлени сисĕнет. Вăл 9 уйăх хушшинче пурĕ те пĕлтĕрхинчен 82 процент ҫеҫ пулнă.   Малалла ӳсĕм пуласси паллă, ипотека кредичĕсен ставки пĕчĕкленнине кура, ҫак пай вăй илсе каяссине ĕненетпĕр тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. 

Халăхăн ĕҫ укҫин вăтам шайĕ кăҫал 9 уйăх хушшинче 7,6 процент ӳснĕ. Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле ҫак кăтарту – 107,3 процента ҫитессине шанатпăр тенĕ сăмаха малалла тăснă май регион Пуҫлăхĕ.

Чăваш Республикинче инвестициллĕ 140 ытла пысăк проект пурнăҫа кĕрсе пырать.  Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 345 млрд танлашать.  Халăх валли пурĕ 15 пин ытла ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрленнĕ.

«Чăваш Республики федераци пĕлтерĕшлĕ тĕллевлĕ патшалăхăн 20 программине хутшăнать.  Ăна валли 7,9 млрд явăҫтарма тĕллев лартнă», - тесе пĕлтернĕ республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче. 

Регионта пурăнакансене социаллă пулăшусем парса сахал мар тивĕҫтернĕ. Кăҫал та республика хыснинче 6,7 млрд пăхса хăварнă. Вĕсенчен 883 млн сахал тупăшлă ҫемьесене пулăшу субсиди мелĕпе  куҫĕ, 2 млрд 748 млн ача пур ҫемьесе парса тивĕҫтерме, 1 млрд 733 млн – регион шайĕнче льготăсемпе усă куракансем валли укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă тенĕ Михаил Игнатьев. 

Паян республика Пуҫлăхĕ РФ Президенчĕ Владимир Путин ҫемьере виҫҫĕмĕш ача ҫуралнăшăн е тата малалли ачасемшĕн патшалăх тивĕҫтермелли пулăшу пирки калакан Указа ҫĕнĕлĕх кĕртсе хăварни ҫинчен те аса илнĕ. Апла пулсан, пирĕн регионта лару-тăру йĕркеллĕ пулнине кура, республика ертӳҫин витĕмлĕхне тĕпе хурса, республика малашне федераци хыснинчен пулăшăва тивĕҫме пуҫлĕ. 

«2016 ҫулта Чăваш Республикинче демографи  ыйтăвĕ Раҫҫейри вăтам кăтартуран чылай лайăхрах пулнă. Ăна кура, 2017 ҫулта патшалăх пулăшу пама пăрахăҫланă.  Малашне вара, ҫитес ҫултан, ҫемьесенче виҫҫĕмĕш ача пуррисем е малаллисемшĕн патшалăх укҫа пама тытăнĕ», - кун пирки ырă хыпара тепĕр хут аса илсе хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Аса илтеретпĕр, Чăваш наци телерадио хумĕсем ҫинче, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Михаил Игнатьевăн  пресс-конференцийĕ пирки сюжет каҫхине 18 сехет те 30 минутра тухать. 

Фоторепортаж



24 октября 2017
14:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter