Регионта сиплев учрежденийĕсем пĕри те хупăнмĕҫ, вĕсем мĕнле пулнă, ҫавăн пекех ĕҫлĕҫ

Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ку хутĕнче ларăва пухăннисем сывлăх сыхлавĕнчи бюджет учрежденийĕсене пĕрлештернин ыйтăвĕ пирки канашланă, реорганизаци тунин тухăҫлăхĕсем ҫинчен тĕплĕн сӳтсе явнă.    

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче  хулари икĕ сиплев учрежденийĕсене пĕр-пĕрин ҫуме пĕрлештернине палăртнă. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсенчи Ача-пăчасен 1-мĕш №-лĕ  тата  3-мĕш №-лĕ больницисем хутшăнассине каланă министр.

«Реорганизацийĕн тĕп тĕллевĕ – халăха пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе тивĕҫтересси, ĕҫсен тухăҫлăхне ӳстересси, ертӳҫĕсен шутне чакарасси, анчах та манса каймалла мар, медицина пайĕнче тăрăшакансем епле ĕҫленĕ, малашне те ҫавăн пекех ĕҫлĕҫ.  Анчах та икĕ учрежденийĕн ертӳҫисенчен пĕри ҫеҫ ӳлĕмрен сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕн пуҫлăхĕ пулма пултарать, тепĕр учрежденийĕн ертӳҫин вара урăхларах ĕҫсем пурнăҫлама тивĕ. Халăхăн пĕрре те пăшăрханма кирлĕ мар, вĕсем мĕнле сипленме ҫӳренĕ, малашне те ҫав учрежденийĕсенех сывалма ҫӳрĕҫ.  Палăртма кăмăллă, медицина пулăшăвĕсен пахалăх шайĕ те ӳссе пырасси куҫкĕретех пулĕ.  Халлĕхе ҫак икĕ учреждение пĕрлештерсен, ĕҫлекенсен йышĕ 1603 ҫын пулĕ», - тенĕ министр.

«Тепре чухне уйрăм ҫынсем, лару-тăрăва ăнланмасăрах, халăх патне суя хыпарсем илсе ҫитерме хăтланаҫҫĕ. Кун пек юрамасть. Сиплев учрежденийĕсем пĕри те хупăнмĕҫ.  Вĕсем мĕнле пулнă, ҫавăн пекех юлĕҫ. Халăх хăй пурăнакан вырăнтах сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене ҫӳрĕ», - тесе тепĕр хут ҫирĕплетсе хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.    



25 октября 2017
16:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter