Ҫемьери йăла-йĕркесене ăша хывса пурăнмалла, ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани памалла, ырă тĕслĕхсем пирки каласа кăтартмалла

 Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри - ҫамрăксене тĕрĕс-тĕкел вĕрентсе пырса ҫар ретне ăсатасси. Кăҫал Чăваш Ен  ҫар службине палăртнă специальноҫсемпе 245 яша хатĕрлеме тĕллев лартнă. Паян ҫак хыпарпа Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева тĕплĕн каласа кăтартнă. Анлă сарăлнă специальноҫсем: водительсем, водитель-электромеханик тата ҫĕнĕ йышши специальноҫ - стрелок-парашютист.  Ҫак программăпа харăсах темиҫе тĕллев те пурнăҫланать.  Ҫар ретне тăракансене професси пĕлĕвне илме пулăшасси, яваплăха туйса ĕҫлеме вĕрентесси - тĕп ыйтусем пулса тăраҫҫĕ тенĕ Наталья Тимофеева.

2016/2017-мĕш ҫулсенче вĕрентӳ тапхăрĕнче пĕтĕмпе 260 яш-кĕрĕмĕн тавракурăмлăхне ӳстерсе професси пĕлĕвне пама витĕм кӳнĕ.  Пĕлтĕр кăтартăва кăштах пысăклатнине асăннă министр. Пур-пĕрех ĕҫе туллин тивĕҫтернине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Ҫамрăксене пĕтĕмпех вĕрентме республика хыснинчен тăкакланнине палăртнă сăмаха тăсса.

Чăваш Республикин ҫар комиссариачĕ Александр Мокрушин хăйĕн сăмахĕнче пулас салтаксене вĕрентнĕ чухне нимĕнле чăрмав та пулманнине палăртнă. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче вус-специалистсем ҫителĕклĕ таран ĕҫе йĕркелесе пынине асăннă.  Кăҫал пуҫласа регионта «стрелок-парашютистсем» хатĕрленине палăртнă вăл. «Кăҫал ҫуркуннехи тапхăрпа пурĕ 10 ҫынна ҫак специальноҫпе салтака янă.  Халĕ тата та 20 специалист хатĕрлеме ыйтрĕҫ.  Питĕ кирлĕ специальноҫ. Яшсем ВДВ кайма кăмăллаҫҫĕ», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе ертӳҫĕ.  

Наталья Тимофеева хăйĕн сăмахĕнче, 2018 ҫултан пуҫласа ЗАГС пайĕнче тăрăшакансем Пĕрлехи патшалăх реестрĕнче ĕҫлеме пуҫлассине асăннă.  «Енчен те малтанхи тапхăрсенче кирек епле ыйтăва та уйăх хушши пăхса тухнă пулсан, халĕ пачах та урăхла,  онлайн режимне тĕпе хурса хурав пама тивĕ», - тенĕ министр.

2017 ҫулта 9 уйăх хушшинчи кăтартăва, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан, мăшăрсем пĕрлешнин шучĕ 8 процент ӳснĕ, ҫав тери аван.  Мăшăрсем уйрăлнă статистика та ырă енне куҫнă, 5 процент сахалланнă. Ҫемьесем килĕштерсе пурăнни куҫкĕретех. «Ку енĕпе Атăлҫи федераци округĕнче Чăваш Республики малти вырăнта тăрать. Ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче регион халăхĕ, РФ субъекчĕсем хушшинче вара 8-мĕш вырăна тухнă», - тесе ырă хыпар пирки чарăнса тăнă министр.  

Михаил Игнатьев ҫапларах каланă: «ЗАГС ĕҫченĕсен ҫемье туприне упраса хăварма вĕрентмелле. Пĕрне-пĕри хисеплесе кил ăшшине тытса пыма витĕм кӳмелле. Уйрăмах ҫак ыйту Амăшĕпе Ашшĕн ҫулталăкĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Ҫемьери йăла-йĕркесене ăша хывса пурăнмалла. Ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани памалла, ырă тĕслĕхсем пирки каласа кăтартмалла», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе.  



25 октября 2017
18:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter