Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче патшалăх граждан служащийĕ пирки калакан саккун проектне пăхса тухса йышăнса хăварнă

 Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.  Ăна яланхиллех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Ĕҫе пухăннисем ку хутĕнче Чăваш Республикин патшалăх граждан служащийĕ пирки калакан Чăваш Республикин Саккунĕн 7-мĕш тата 15-мĕш №-лĕ статьисене ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварассипе ҫыхăннă проекта пăхса тухса йышăнса хăварнă.

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ -  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче саккун проектне Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ 2017 ҫулта юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче ҫирĕплетнĕ 478-мĕш №-лĕ Указа тĕпе хурса йĕркеленине пĕлтернĕ.  

Проектпа килĕшӳллĕн, ҫакăн пек ылмашусем пулĕҫ: аслă должноҫри патшалăх граждан служащийĕсен маларах 6 ҫул специальноҫпе ĕҫленĕ стаж пулмалла пулнă пулсан, халĕ вăл пĕчĕкленĕ 4 ҫула ҫитĕ, тĕп должноҫрисен 4 ҫултан икĕ ҫула куҫать, ведущий ушкăнри ĕҫлекенсен ĕҫ стажĕ пулнипе пулманни пĕрех, ĕҫ стажĕн квалификаци требованийĕ пăрахăҫланĕ.  

Юрий Васильев тата ҫакна та палăртса хăварнă, 2017 ҫулта утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче кăларнă 275-мĕш №-лĕ федераци саккунĕпе килĕшӳллĕн,  патшалăх граждан служащийĕсен професси аталанăвĕ текен ăнлав пурнăҫа кĕрессине пĕлтернĕ, хушма професси пĕлĕвне илме ирĕк панине каланă.  



25 октября 2017
13:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter