Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

 Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ертӳҫĕсем 2018-2020-мĕш ҫулсенче нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелемеллин кĕске тапхăр валли  йышăннă республика планĕ пирки калакан проекта тишкернĕ.  

 Палăртса хăвармалла, программа 2014-2043-мĕш ҫулчченех ĕҫлесси паллă.

Чи малтан лару ĕҫне уҫнă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫак ҫӳлерех палăртнă кĕске тапхăрти плана пурнăҫа кĕртме пурĕ 2 млрд 626 млн пăхса хăварнине асăннă. Планпа килĕшӳллĕн, пĕтĕмпе нумай хваттерлĕ 678 ҫурта тĕпрен юсама тĕллев латнă. Вĕсенче пурĕ 80 пин ытла ҫын пурăнать тесе пĕлтернĕ республика Ертӳҫи.  Сăмаха май, ҫуртсенче пурăнакансем ӳлĕмрен газшăн, шывшăн тата ăшăпа тивĕҫнĕшĕн хаксене тĕрĕслесе, хăйсем мĕн чухлĕ тăкакланнине сăнама пултарĕҫ. Енчен те кун пек ҫирĕп тĕрĕслев пулас пулсан, ҫемьесен бюджетне те перекетлеме май парасси куҫкĕретех пулĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Строительство министерствине, муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсен ертӳҫисене асăннă ыйтупа ĕҫе кирлĕ пек шайра йĕркелесе пыма хушнă, программăна тивĕҫлĕ пурнăҫлама чĕнсе каланă.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хăйĕн сăмахĕнче, программăпа пурнăҫланакан ĕҫ планне муниципалитетсен сĕнĕвĕсемпе йышăнăвĕсене тĕпе хурса йĕркеленине палăртнă.  Укҫа-тенкĕне объектсен проект хакĕсене пăхса куҫарса парĕҫ.

Чăваш Енри патшалăх ҫурт-йĕр инспекцийĕн ертӳҫи Виктор Кочетков ҫапларах каланă: «Ăшăпа тивĕҫтермелли системăсене, ҫуртсен тăррисене витессине ытларах ҫуллахи тапхăрпа пурнăҫламалла», - тенĕ.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин  хăйĕн сăмахĕнче мĕнпур ыйтусене «Республиканский фонд капитального ремонта многоквартирных домов» ĕҫлĕ канашлăвĕнче анлăн сӳтсе явса йышăнса хăварнине палăртнă.  Енчен те ҫуртсенче пурăнакансем хăйсен взносĕсене туллин пуҫтарса парсан, кăтарту 95 процентран та иртсе кайсан, каламасăрах паллă, вĕсем ҫак кĕске вăхăт валли йышăннă программăсене кĕрсе юласси.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăш-пĕр ҫитменлĕхсем пирки те чарăнса тăнă. Уйрăм ҫуртсенче халăх взноса япăх тӳлени сисĕнет тенĕ вăл, парăм 550 млн та ҫитнине каланă. «Пур ҫавăн пек ҫуртсем, вĕсенче вăраха тăсмасăрах юсав ĕҫĕсене ирттермелле, анчах та ҫынсем хăйсен взносĕсене тӳлемеҫҫĕ. Кун пек чухне тарăн шухăша ярать ыйту.  Теприсенче вара пушшех те урăхла, программăна кĕрсе юлаймаҫҫĕ, халăх вара хăй взносне ҫĕр процента ҫитиех пуҫтарса парать.   Тĕрĕслĕхе шыраса ыйтăва тĕплĕн татса пама тăрăшмалла», - тесе асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Халăхпа тăтăшах тĕл пулмалла, лайăх ăнлантарса памалла. Енчен те халăх укҫа-тенкĕне вăхăтра тата туллин куҫарса пырсан, вĕсем пурăнакан ҫурт кĕске вăхăт валли йышăннă программăн планне кĕрсе юлма пултарасси паллă. 



25 октября 2017
15:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter