Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Таможня службин ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Таможня службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Таможньӑра ӗҫлекенсем патшалӑх интересӗсене хӳтӗлес­сипе, Раҫҫее илсе килме чарнӑ таварсен саккунсӑр ҫаврӑ­нӑ­шӗпе кӗрешессипе ҫыхӑннӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ тивӗҫе пур­нӑҫ­лаҫҫӗ. Чул хула таможнин Чӑваш таможня посчӗн коллективӗ хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗн пур­нӑҫласа пынине уйрӑмах палӑрт­ма кӑ­мӑллӑ. 

Паян республикӑпа  туслӑн хутшӑнса ӗҫлекенсен йышӗнче тӗнчери 93 ҫӗршыв предприятийӗ шутланать. Чӑваш Енри тавар туса кӑлара­кансен продукцине чикӗ леш енче хапӑл туса туянаҫҫӗ. Таможня ӗҫӗсене туса ирттермелли вӑхӑта кӗскетни тавар ҫаврӑнӑшне хӑвӑртлатма, экспорт вӑй-хӑватне ӳстерме май парать, Чӑваш Енри инвестици лару-тӑрӑвне ла­йӑхлатма пулӑшать. 

Сире хӑвӑр ӗҫӗре пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫланӑшӑн, сыхӑ тата принциплӑ пулнӑшӑн чунтан тав тӑватӑп. Чӑваш таможня службин ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене пӗтӗм кӑмӑлтан ҫирӗп сывлӑх, телей, ӗҫре ҫитӗнӳсем тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                Михаил Игнатьев 



25 октября 2017
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter