«Коммуналлă технологи» ТМЯО пухăнса кайнă парăмĕсем пирки ыйтăва сӳтсе явма пуҫтарăннă канашлăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă

Ăшăпа тивĕҫтерессипе ĕҫлекен тытăм нимĕнле кăлтăксемсĕрех тăрăшни паха. Тепĕр тесен ыйту ҫав тери  социаллă пĕлтерĕшлĕ халăхшăн. «Коммуналлă технологи» ТМЯО пухăнса кайнă парăмĕсем пирки ыйтăва сӳтсе явма пуҫтарăннă канашлăва уҫнă май, ҫак сăмахсенчен тытăннă та хăй калаҫăвне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Актуаллă ыйтусене пăхса тухма ку хутĕнче республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисем, Чăваш Республикин Прокуратури, Чăваш Енри ШĔМ, Чăваш Республикинчи ФСБ представителĕсем, Шупашкар хулин администрацийĕн ертӳҫи, «Коммуналлă технологи» ТМЯО ертӳлĕхĕ тата та ытти официаллă ҫынсем пуҫтарăннă.

Ҫак ҫӳлерех асăннă организацийĕн йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев чи малтан палăртнă. Пĕтĕмĕшле калас пулсан, предприятийĕн халăха тивĕҫлĕ пулăшупа тивĕҫтерейрас ҫук хăрушлăх пысăк пулнине асăннă ертӳҫĕсем, комплекслă анализ тунă хыҫҫăн, уйрăмах ҫак ыйту ҫивĕчленнине каланă.

«Газпром межрегионгаз Чебоксары» ТМЯО пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «Коммуналлă технологи» организацийĕн газпа усă курнăшăн парăм 2017 ҫулта  юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 1,1 млрд ҫитнĕ. «Юлашки икĕ ҫул хушшинче «Коммуналлă технологи» ТМЯО парăмĕ ҫутҫанталăк газĕшĕн 517 млн тенкĕ чухлĕ ӳснĕ. Калас пулсан виҫе икĕ хут пысăкланни сисĕнет», - палăртнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Сăмаха май, регион Ертӳҫи «Коммуналлă технологи» ТМЯО тухăҫлă ĕҫлемен хăш-пĕр тĕслĕхсене илсе кăтартнă.

Ăшăпа тивĕҫтермелли тытăма ҫĕнетсе улăштарма 2015-2019-мĕш ҫулсенче  пурĕ 300 млн тенкĕлĕх укҫа-тенкĕ инвестици программипе килĕшӳллĕн пăхса хăварнă, анчах та 2015-2016-мĕш ҫулсенче палăртнă пулăшу виҫинчен пĕтĕмпе те 6 проценчĕпе ҫеҫ усă курнă. Юсав ĕҫĕсене йĕркелемелли планпа та ҫитменлĕхсем сахал мар.  Калăпăр, 2015-2016-мĕш ҫулсенче юсав программипе уйăрнă 148 млн тенкĕрен пурĕ те 48 проценчĕпе ҫеҫ тăкакланнă.

Чăваш Республикин Конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин тĕрĕслев ĕҫĕсен кăтартăвĕ тăрăх, 2015 ҫулта ҫак ҫӳлерех асăннă организаци халăха ăшăпа тивĕҫтернĕшĕн хаксене ӳстерсе янă тĕслĕхе тупса палăртнă. Тăкак ҫынсене вĕсем пурĕ 198 млн тенкĕлĕх кӳнĕ.      Кунсăр пуҫне, вĕсен организацийĕ бухгалтер учетĕнче, юриспруденци тытăмĕнче те тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕҫтернĕ чухне хаксене чылай ӳстерсе тăратни куҫкĕретех пулнă. Ку енĕпе 2014-2016-мĕш ҫулсенче пурĕ 54,42 млн тенкĕлĕх вĕсем  тухăҫсăр тăкак кăтартса панă. Тĕллевсĕр кредитсемпе сахал мар усă курнă, кăтарту 123,9 млн ҫитнĕ.    ТМЯОăн юсав ĕҫне йĕркелеме резервран 397,6 млн тăкакланнă, налуксем тӳлемеллин базине пĕчĕклетни вара куҫкĕретех.  

Тепĕр пысăк ҫитменлĕхсенчен пĕри вăл, предприяти йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнĕ пулин те, парăмсене пăхмасăрах, организацире ĕҫлекен ертӳҫĕсен шалу укҫисен виҫи ҫав тери пысăк пулнă, кăтарту вăтамран ҫулталăкне 40 млн ҫитнĕ.  Хуҫалăх йĕркеленсе кайнăранпа кредит парăмĕ хăпарсах пынă,  2016 ҫулта вăл 1 млрд 990 млн танлашнă.  «Нимĕн те иккĕленмесĕрех эпир калама пултаратпăр, паянхи куна общество финанс енĕпе ҫав тери йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнĕ.  Парăмсене вĕсем хăйсем тĕллĕн парса татайманнине лайăх ăнланатпăр», - тесе уҫăмлăн каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Шупашкар хула администрацийĕпе «Коммуналлă технологи» ТМЯО пĕр-пĕринпе ĕҫлĕ ҫыхăнусем тытнипе хăш-пĕр ыйтусем те тухса тăраҫҫĕ. Муниципалитет пĕрлешĕвĕ харпăр хăй пурлăхне ҫак асăннă предприятине аренда шучĕпе 49 ҫула усă курма ĕҫ хучĕсене ҫирĕплетсе панă. Арбитраж сучĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, «Коммуналлă технологи» ТМЯО Шупашкар хулин администрацине аренăна ҫителĕклĕ тӳлесе пыманнине ҫирĕплетнĕ, парăм виҫи 270 млн пуҫтарăнса кайнине палăртнă. Пур-пĕрех вырăнти влаҫри ҫынсем нимĕнле йышăнусем те туса хăварани пурсăмăра та шухăша ярать тата вĕсем ҫитменнине явап тыттарма та шутламаҫҫĕ-ха.

«Парăмсене юриех тăсса пыраҫҫĕ. Каярах пысăк пухăнса кайнă парăм укҫине приставсем те шыраса илейменни куҫкĕретех.  Ҫакнашкал ĕҫе йĕркелесе пыни шухăша ярать.  Коррупци мар-ши? Е тата пĕлменни, ăнланманни, специалистсен пĕлӳ шайĕ пĕчĕк пулни?», - ыйту шухăша янă Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрне Наталья Тимофеевăна.

«Коммуналлă технологи» ТМЯО парăмĕсем пирки тĕплĕнрех «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ТМЯО генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов каласа кăтартнă.   2015 ҫултан пуҫласа организаци пулăшусемпе усă курнăшăн вăхăтра тӳлесе пыратпăр тесе гаранти ĕҫ хучĕсене «КТ» ТМЯО тăратнине пĕлтернĕ ертӳҫĕ. Парăм виҫине пама план йĕркеленине асăннă. Анчах та кăлăхах, ĕҫ пурнăҫланман, тĕллевсем суя пулнă. Сахал мар Суда та тухнă. Пур-пĕрех ĕҫ-пуҫ вырăнтан та тапранман. 2015 ҫултан пуҫласа «Газпром Межрегионгаз Чебоксары»  ТМЯО претензи иск ĕҫ хучĕсене сахал мар ҫырнă.  Паянхи кун тĕлне 44 млн тавăрса пама суд приставĕсене те документсене панă. Кунсăр пуҫне ҫак службăн 945,8 млн парăм виҫи нимĕн чухлĕ те чакман.  

РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, «Коммуналлă технологи» ТМЯО резерв топливине хатĕрлемелле. Кирек епле йывăрлăх сиксе тухассинчен ялан хатĕр пулмалла.  Запас хатĕрсем ҫителĕклĕ тăмалла. Палăртса хăвармалла, ҫак ыйтупа хула администраци те «КТ» ТМЯО  вырăнтан та тапранман, ĕҫе пурнăҫламанни куҫкĕретех.

Чăваш Республикин строительство министрĕ  Владимир Михайлов «Коммуналлă технологи» ТМЯОра ҫав тери кăткăс лару-тăру пулнине ҫирĕплетсе хăварнă.

«Коммуналлă технологи» ТМЯО генеральнăй директорĕ Дмитрий Крюков хăйĕн сăмахĕнче парăмсене парса татмаллин планĕпе паллаштарнă. Йывăрлăха кĕрсе ӳкнин сăлтавĕсенчен пĕри - Чăваш Республикинчи тарифсен служби пулăшу хакĕсен виҫине ӳстерме чăрмав кӳни тесе палăртнă.  

Асăннă службăн ертӳҫи Марина Кадилова тарифсен ҫирĕп йĕрки пирки лайăх, тĕплĕн ăнлантарса панă. «Коммуналлă технологи» ТМЯО кашни ҫул тарифсене ӳстерме ыйтупа тухнине пĕлтернĕ ертӳҫĕ Марина Кадилова.  Ку ыйтăва татса пама май пулманнине, тĕллевĕр хаксене ӳстерме юраманнине тепĕр хут асăрхаттарнă вăл, саккуна пăсма никамăн та ирĕк пулманнине каланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче, ҫӳлерех асăннă тăкаклă предприяти финанс енĕпе ĕҫсене кирлĕ пек шайра йĕркелесе пыманнишĕн административлă майпа сахал мар явап тытнине пĕлтернĕ.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Коммуналлă технологи» ТМЯО ĕҫне ҫителĕклĕ таран тĕрĕслесе пыманнишĕн Чăваш Енри патшалăх ҫурт-йĕр инспекцине, Чăваш Республикин Строительство министерствине, Шупашкар хулин администрацийĕн ертӳлĕхне критиклесе хăварнă.

Ҫитес тапхăрта  организацисенче йĕрке тумалли ҫĕнĕ мерăсем пулассине асăннă. Ӳлĕмрен халăх пулăшусемпе усă курнăшăн, тӳрех укҫа-тенкĕне ятарлă ресурссемпе тивĕҫтерекен организацисене куҫарса парас ыйту та кун йĕркинчех пуласси паллă. Хальхи вăхăтра саккуна йĕркене кĕртсе пырассипе тăрăшаҫҫĕ.

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ хыҫҫăн, «Коммуналă технологи» ТМЯО парăмĕсене парса татнипе татманнине тĕрĕслесе пыракан ĕҫ ушкăнне йĕркелеме йышăннă.

Фоторепортаж



26 октября 2017
10:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter