Регионти инвестици климатне лайăхлатассипе тимлекен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи канашĕн ларăвне ирттернĕ

 

Юпа  уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин регионти инвестици климатне лайăхлатассипе тимлекен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи канашĕн ларăвне ирттернĕ. Ĕҫе пухăннисем республикăра туризма вăй илтерессипе ҫыхăннă самантсене тĕплĕн сӳтсе явнă, тĕрлĕ сĕнӳсемпе шухăшсене пăхса тухса тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 

«Международный культурный центр» ООО Ертӳҫи Этнер Егоров тата  Чăваш Енри «Агентство стратегических инициатив по продвижению новых проектов» АНО представителĕ Анатолий Яруткин хăйсен проекчĕсемпе, шухăш-кăмăлĕсемпе паллаштарнă.  Вĕсем регионта туризма аталантарассипе тĕрлĕ ыйтусемпе калаҫу хускатнă. Калăпăр, Сĕнтĕрвăрринче туристсем валли ҫулсен карттине йĕркелеме, ăна кăсăклă тума тĕрлĕ енсем пурри пирки каласа кăтартнă. Ытти халăхсене пирĕн тăрăха явăҫтармалли условисем ҫинчен чарăнса тăнă.  Ҫав тери паха ĕҫ проекчĕсене пурнăҫа кĕртме май пуррине каласа хăварнă.

Анатолий Яруткин 2018-мĕш ҫулта Чăваш Республикинче тĕнчери Чемпионат иртнĕ вăхăтра тата Шупашкар хулине 550 ҫул, Чăваш автономи облаҫне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул ҫитнине палăртса ытларах ҫĕнĕ проектсем пурнăҫа кĕртсе хăварма чĕнсе каланă.  Хулари аэропорта реконструкцилес ыйту ҫине тимлĕх уйăрма, уйрăм ҫынсен яхтисене вырнаҫтармалли причал тумалли  ĕҫ те кун йĕркинче тăнине асăннă.    

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче, 2015-2017-мĕш ҫулсенче статистика тăрăх, региона килекен туристсен йышĕ ӳссе пынине пĕлтернĕ.  Пăрахутсемпе ишме кăмăл тăвакансен йышĕ хăпарнине ырă хыпара пĕлтернĕ, кăтарту 25 процент ӳссе пырать тенĕ вăл сăмаха тăсса.  

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн сăмахĕнче, регионта сахал мар культура мероприятийĕсем иртнине асăннă, туристсемшĕн вĕсем ҫав тери кăсăклă тенĕ вăл. 2018 ҫулта Шупашкарта Сабантуй пуласси паллă. РФ регионĕсенчен чылай представительсем килме кăмăл тунине пĕлтернĕ министр.

Паянхи канашлăвăн ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, ҫапларах каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин: «Регионта туризма аталантарма республика хыснинчен те федераци бюджетĕнчен те укҫа-тенкĕ явăҫтаратпăр.  Плансем пур, пурнăҫа кĕртессишĕн мĕнпур халăхăн пĕр шухăшлă пулса, кăсăклă сĕнӳсем тăратмалла. Предпринимательсен те ҫак ĕҫрен пăрăнма юрамасть, вĕсен те инвестици хывассишĕн ĕҫлемелле», - тенĕ.

Шупашкарти сĕт-ҫу заводне модернизацилесси пирки ыйту хускатнă. Заводăн ертӳҫи Алексей Гирюк хăйĕн сăмахĕнче маларахри хуҫаран туяннă предприяти ҫав тери хавшак пулнине, ăна ҫĕнĕрен реконструкцилемеллине палăртнă.    Хальхи вăхăтра унăн инвестици хакĕ 356,8 млн танлашнине пĕлтернĕ. Объектăн ҫивĕттине ҫĕнĕрен витнĕ. Пăрлă шыв валли станци хута янă, котельнăйне юсанă. Паянхи пурнăҫ таппинче вĕсем халăх валли 100 ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕ хатĕрлеме те тĕллев лартнă. Пĕр сăмахпа каласан, пысăк технологиллĕ хатĕрсем вырнаҫтарса производствăн калăпăшне ӳстерме шут тытнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче регионта сĕт-ҫу таварĕ ҫителĕклĕ пулнине палăртнă, ытлашшине вара кашни ҫул вăтамран ытти тăрăха 150 пин тонна ăсатнине пĕлтернĕ.

Чăваш Енри Суту-илӳпе промышленноҫ палатин президенчĕ Игорь Кустарин хăйĕн докладĕнче республикăра предпринимательсемпе ҫыхăннă саккунсен базине ҫĕнĕ улшăнусем кĕртсе хăварма чĕнсе каланă.  Енчен те ытларах ҫăмăллăхсем пулсан, инвестици хывассин калăпăшĕ ӳссе пырасси никама та иккĕлентермĕ тенĕ вăл.  

Фоторепортаж



27 октября 2017
15:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter