Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Автомобиль тата  хулари пассажир транспорчӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗ республикӑн кулленхи пур­нӑҫне тивӗҫтерекен тытӑмра пысӑк вырӑн йы­шӑнса тӑрать. Чӑваш Ен автомобиль хуҫалӑхӗнче вӑй хуракансен явап­лӑ ӗҫне пула кунсерен тӗрлӗ йышши транспорт ҫула тухать,  пас­сажирсене турт­тарасси хӑтлӑ тата хӑрушлӑх­сӑр лару-тӑ­рура пур­нӑҫланать, пиншер тонна груз палӑртнӑ вырӑна вӑ­хӑтра тата тӗрӗс-тӗкел пырса ҫитет.                 

Отраслӗн  тухӑҫлӑ ӗҫне тивӗҫтерекен хастар водительсене, инженерипе техника, юсавпа пулӑ­шу кӳрекен тран­спорт слу­ж­би­сен тӑрӑшуллӑ ӗҫ­ченӗсене  чунтан тав тӑватӑп.       

Эсир пысӑк дисциплинӑллӑ пулни тата хӑвӑрӑн ӗҫӗре пӗл­се йӗр­ке­лени автотранспорта ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑ­тӗнче те пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫлеттерме май парать.                              

Мӗнпур автомобилиста шанчӑклӑ техника, ӑнӑҫуллӑ тата аварисӗр ӗҫлеме сунатӑп. 

Сире тата сирӗн  ҫемйӗрсене ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей!      

 

 

Чӑваш Республикин   Пуҫлӑхӗ                                                             Михаил Игнатьев

 



28 октября 2017
09:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter