«Бизнеса аталанса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратасси – Чăваш Енĕн патшалăх политикин приоритетлă ыйтăвĕсенчен пĕри шутланать», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

«Бизнеса аталанса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратасси – Чăваш Енĕн патшалăх политикин приоритетлă ыйтăвĕсенчен пĕри шутланать. Пирĕн тĕллев – сирĕн пуҫаруллă ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пыма витĕм кӳресси», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, паян предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансемпе ирттернĕ ĕҫлĕ канашлура.   

Сăмаха май, паянхи кун тĕлне пирĕн республикăра пурĕ 45 пин ытла вак тата вăтам предприятисем регистрациленнине шута илнĕ. Вĕсем республикăра тăрăшакансенчен пĕрре виҫҫĕмĕш пайне ĕҫ вырăнĕсемпе тивĕҫтереҫҫĕ.  Предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансенчен регионăн бюджетне сахал мар налук пуҫтарăнать. 2017 ҫулта 3,6 млрд тенкĕ бюджета кĕнĕ, кăтарту ҫулсерен 10 процента ҫити ӳссе пыни те куҫкĕретех.  

«Чăваш Республикин Экономика министерстви пĕлтернĕ тăрăх, вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнчи таварсен ҫаврăнăшĕ пĕтĕмпе 300 млрд тенкĕлĕх пулнă.  Ку енĕпе те кăтарту регионăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнчен пĕрре иккĕмĕш пайĕ шутланать», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Ку хутĕнче те Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳллĕхĕн ĕҫ кăтартăвне хакланă чухне бизнес тытăмра вăй хуракансем республикăн тăрăшулăхне пысăка хурса хакланăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă.  Ҫак пысăк ӳсĕм пирки Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Петербургра 2017 ҫулта иртнĕ форумра пурин умĕнче те уҫҫăн палăртса хăварнă, Чăваш Республики асăннă кă тартупа РФ субъекчĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухнине пĕлтернĕ. Палăртма кăмăллă, виҫҫĕмĕш ҫул ĕнтĕ пирĕн регион инвестици илĕртӳллĕхĕн ĕҫ кăтартăвĕпе Наци рейтингĕнче хисеплĕ малти вырăнсенче тăни пурсăмăра та ĕҫлеме хавхалантарать тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Енре патшалăх енчен сахал мар тĕрлĕ пулăшусем куҫаҫҫĕ бизнес тытăмĕнче вăй хуракансем валли.  Калăпăр, вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарма 2016-2017 ҫулсенче пĕтĕмпе 425 млн тенкĕ субсиди мелĕпе куҫарса панă.  Ҫакăн чухлĕ пулăшăва республика хыснинче 2018 ҫул валли те пăхса хăварнине уйрăмăн палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Пĕр тĕл пулнă пек чухне, регион Пуҫлăхĕ республикăра предпринимательлĕх пайĕнче ĕҫлекенсем патне тĕрĕслевпе асăрхав службисем тĕлли паллисĕр сахал тухса тĕрĕсленине асăннă. Планпа килĕшӳллĕн кăна ĕҫсем пулса пынине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Ҫак асăннă ыйтăва Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин та ҫирĕп тĕрĕслеве илнине тепĕр хут палăртса хăварнă. Тĕрĕслевпе асăрхав службине реформăлама ятарласа методика йĕркеленĕ, ăна РФ Правительстви шайĕнче те ҫирĕп асăрхаса тăнине каланă. Ĕҫсене пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртсе пырас тесессĕн, тĕрĕслевсен шутне чакармалла, предпринимательсене аталанса пыма чăрмавсем пачах та кӳме юрамасть, кăлтăксене пĕтерме тĕрлĕ сĕнӳсемпе пулăшса пымалла тесе асăннă ертӳҫĕсем канашлура. Республикăра кăтарту та куҫ умĕнчех. Тĕрĕслевсен шучĕ пĕлтĕр 40 процента ҫити чакни никамшăн та вăрттăнлăх мар. 2016 ҫултан пуҫласа предприятисемпе организацисене те сахал  тухса тĕрĕсленине асăннă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахне малалла тăснă май.

«2017ҫулта пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра тĕрĕслевсен шучĕ чакса пыни сисĕнет. Кăтарту аван. Малашне те ҫак юхăмпах ĕҫлесе пыма тăрăшмалла», - тесе каланă вăл.

Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене сӳтсе явма паян, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем тата та ытти федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳҫисем пуҫтарăннă.

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ Председателĕн ҫумĕ –экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕ регионăн экономика аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Сăмаха май вăл бизнесра вăй хуракансене тивĕҫтерекен патшалăх пулăшăвĕсем пирки чарăнса тăнă.  Пуҫаруллă проектсем пурнăҫа епле кĕрсе пынипе те паллаштарнă.

Предпринимательсем ял хуҫалăхне аталантарма витĕм кӳрекен патшалăх пулăшăвĕсем ҫинчен кăсăкланнă.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те каласа панă.  Налук сферинчи ҫĕнĕлĕхсем пирки те ыйтса пĕлнĕ пуҫлăхсенчен.

Федерацин налук службин Чăваш Енри Управленийĕн Ертӳҫи Марина Петрова хăйĕн сăмахĕнче, юлашки ҫулсенче предпринимательлĕх пайĕнче ĕҫлекенсене сахал тухса тĕрĕсленине пĕлтернĕ, плана специалистсем ҫирĕп пăхăннине каланă.  

Чăваш Республикин Прокурорĕ Василий Пословский хăйĕн сăмахĕнче РФ Президенчĕ тĕрĕслевпе асăрхав службисен ĕҫне реформăлас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă.  Йĕрке пĕтĕмпех ҫирĕпленсе ҫитсен, ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе предпринимательсем хушшинче ĕҫлĕ ҫыхăну тухăҫллă аталанса пырассине шанса каланă. Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем бизнес тытăмĕнче вăй хуракансен ыйтăвĕсене тĕплĕ хуравсем панă, пурнăҫа кĕрсе пыракан ҫĕнĕлĕхсем ҫинчен те каласа кăтартнă.  

Фоторепортаж

  



03 октября 2017
11:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter