Чăваш наци конгресне йĕркелесе янăранпа 25 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен пулăма Раҫҫей Федерацийĕн тĕрлĕ субъекчĕсенчи чăваш наци культурине аталантарса пырассипе тимлекен представительсем пуҫтарăннă

Чăваш наци конгресне йĕркелесе янăранпа 25 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен пулăма Раҫҫей Федерацийĕн тĕрлĕ субъекчĕсенчи чăваш наци культурине аталантарса пырассипе тимлекен представительсем, ют ҫĕршывсенчен те сахал мар хăнасем пуҫтарăннă.

Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Аслă Пухăва уҫиччен чи малтанах официаллă ҫынсем  Чăваш наци ӳнерĕнче ĕҫлĕ  юлташла тĕлпулу ирттернĕ. Пухăннисене тав тума Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев килсе ҫитнĕ.

Регион Ертӳҫи пурне те чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, культурине упраса хăварас ĕҫе пысăк тимлĕх уйăрнăшăн ырланă, пуҫ тайнă. Раҫҫейри тĕрлĕ кĕтессенче пурăнакан чăвашсем яланах пĕр-пĕринпе туслă, тарават пулнине палăртнă.  РФ Президенчĕ Владимир Путин тĕрлĕ халăх ҫыннисем туслă пурăнччĕр тесе сахал мар кирлĕ пек мерăсем йышăннине каланă республика Пуҫлăхĕ. «Эсир хăвăра шанса панă ĕҫе пĕтĕм кăмăлтан пурнăҫлатăр.  Ҫитĕнекен ҫамрăк ăрăва воспитани парса ҫитĕнтерессишĕн тăрăшатăр.  Ҫемье туприне упрассишĕн сахал мар ĕҫлетĕр.  Пĕр сăмахпа каласан, кашни ҫын РФ тивĕҫлĕ гражданĕсем пулччĕр тесе вăй хуратăр», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ҫак кун республика Пуҫлăхне чăваш диаспорĕсен представителĕсем мухтанă, чăвашлăха аталантарса пыма пысăк витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.

«Чувашское культурное общество «Чувашский край» РОО Мурманск тăрăхĕнчи председателĕ Валериан Гаврилов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева хăйсен облаҫне ĕҫлĕ визитпа пырса кайнăшăн мухтанă, ют регионсенче пурăнакан чăвашсемшĕн ҫакăн пек тĕлпулусем ирттерни ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ тенĕ.    

«Национально-культурная автономия чувашей Иркутской области «Юлташ» ОО председателĕ Вероника Тимофеева регионсем хушшинче пĕр-пĕринпе ĕҫлĕ ҫыхăнусене аталантарма ҫирĕплетĕ килĕшӳсем хăватлă пулнине асăннă.

Беларуҫ Республикинчен килнĕ «Атăл» чăвашсен обществăлла организацийĕн председателĕ Геннадий Александров ҫапларах каланă: «Икĕ республикăра пурăнакан чăвашсемшĕн ҫав тери лайăх ĕҫ пурнăҫласа пыратăр», - тенĕ вырăнти ертӳҫĕсене.  

«Эпир яланах хамăра пулăшнине туятпăр, тăван халăх витĕмлĕхĕшĕн мăнаҫланатпăр», - тенĕ «Красноярская региональная чувашская национально-культурная автономия» ОО президенчĕ Геннадий Храмов.

Муравленко хулинчи чăвашсен автономийĕн ертӳҫи Анатолий Ефремов тата Эстонирен килнĕ «Нарспи» чăвашсен пĕрлешĕвĕн ертӳҫи Лидия Григорьева хăйсен сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева хăйсен тăрăхĕнче 2018 ҫулта «Акатуй» ирттерме пулăшу ыйтнă.

«Эпир сирĕнпе пĕрле туслă пурăнма хавас, витĕм кӳме яланах хатĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Туслăх тĕлпулăвне пухăннисем пĕр-пĕрин шухăш-кăмăлĕпе паллашнă, актуаллă ыйтусене чылай сӳтсе явнă, кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварнă. 

Фоторепортаж



30 октября 2017
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter