Чăваш Енре пурăнакан 5,7 пин ҫемье валли ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 2017 ҫулта 3,2 млрд ытла уйăрнă

 Чăваш Ен Правительстви социаллă ушкăнри халăха ҫурт-йĕрсемпе тивĕҫтерессипе палăртнă ĕҫе туллин пурнăҫланă.  

Кăҫал тĕрлĕ программăсемпе пĕтĕмпе мĕнпур бюджетсенчен ĕҫе йĕркелеме 3,2 млрд уйăрнă, 5,7 пин ҫемьене хăтлă хваттерсем пама тĕллев лартнă.  Кун пирки ырă хыпара паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере ирттерекен планеркăра пĕлтернĕ.  

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов патшалăх парса тивĕҫтерекен пулăшусем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Ҫăмăллăха тивĕҫнĕ граждансене вăхăтра патшалăх пулăшăвне куҫарнине асăннă. Ял тăрăхĕсенче ĕҫлесе пурăнакан 562 ҫамрăк ҫемьене пурĕ 403 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне панă.  2017 ҫулта юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 357 ҫамрăк мăшăр пурĕ 254 млн тенкĕлĕх пулăшăва илнĕ.  

Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕсен тăлăха юлнă ҫыннисене федераци хыснинчен 86 ватăна пурĕ 99 млн ҫурт-йĕрсем лайăхлатма куҫарнă.

РФ Правительстви пулăшнипе 2010-мĕш ҫултан пуҫласа 2017-мĕш ҫул таран Чăваш Республикинче Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин 5964 ветеранĕ патшалăх пулăшăвне тивĕҫсе пурăнмалли ҫурт-йĕрлĕ пулнă, ăна валли пĕтĕмпе  5 млрд 741 млн тенкĕ тăкакланă.

 

«Ветерансем» пирки калакан федераци саккунĕпе килĕшӳллĕн, пурĕ РФ федераци хыснинчен 54 млн куҫарнă, унпа 79 граждана тивĕҫтерме палăртнă. Паянхи кун тĕлне 69 ҫын ҫак пулăшăва илсе хăйсен ҫурт-йĕр ыйтăвне татса панă, вĕсене валли 48 млн тăкакланă.

РФ Вĕренӳпе наука министерствин килĕшĕвĕпе Чăваш Енри тăлăх ачасене федераци хыснинчен 46,5 млн уйăрса панă, регионти 48 тăлăха республика хыснинчен хушма пулăшăва 3,5 млн куҫарнă. Калас пулсан, пурĕ 2017 ҫулта ҫак тĕллевпе сахал мар укҫа уйăрнă, кăтарту 89 млн ҫитнĕ.    Тăлăха юлнă ачасене пулăшупа тивĕҫтерме 2017 ҫулта ҫурт-йĕр ыйтăвне татса пама 135,5 млн пăхса хăварнă.

Нумай ачаллă ҫемьесене пĕтĕмпе патшалăх пулăшăвне 50 млн уйăрнă, вăл укҫапа 20 ҫемьене витĕм кӳме тĕллев лартнă. Объектсем кулленех хута каяҫҫĕ, халăх вĕсемпе кăмăллă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Строительство министерствине тата муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсен ертӳлĕхĕсене бюджет укҫипе тĕллевлĕн усă курнипе курманнине ҫивĕч тĕрĕслесе тăма хушнă. Подрядчиксен объектсене вăхăтра хута ямалла, ҫуртсен пахалăх тĕлĕшĕнчен ҫӳллĕ шайра пулмаллине асăннă вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  



30 октября 2017
12:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter