Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ЧНК Аслă Пухăвăн ĕҫне хутшăннă

 Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ЧНК Аслă Пухăвăн ĕҫне хутшăннă. Чăваш Наци конгресĕн 10-мĕш Аслă Пухăвне кăҫал организаци 25 ҫул ҫитнине халалланă.

Чаплă пулăма ҫак кун Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикинчи ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем пуҫтарăннă.  

Кăҫалхи мероприятине пурĕ 280 делегат пухăннă. Унсăр пуҫне йыхравланă хăнасем те сахал мар килсе ҫитнĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев чи малтанах пухăннисене ăшшăн саламланă. Ҫак ĕҫе йĕркелесе пыракансем хăйсемех пысăк хисепе тивĕҫ тесе палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Сăмаха май, Чăваш Енри ҫынсем пĕр-пĕринпе туслă пурăннине, 128 тĕрлĕ халăх яланах тарават тесе палăртнă. «Пирĕн тĕп тĕллев – тăнăҫлăха упраса хăварасси», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Чăваш Ен Правительстви тăван чĕлхе упрантăр, йăла-йĕркепе культура аталантăр тесе сахал мар тĕрлĕ ĕҫсем пурнăҫлать. Палăртма кăмăллă, массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем чăвашла пуплени, халăх патне хыпарсене тăван чĕлхепе илсе ҫитерни хăйех пысăк ĕҫ пулса тăрать.  Регионта анчах мар, республика тулашĕнче пурăнакансем те хыпарсене тăван чĕлхепе пĕлсе пыраҫҫĕ. Чăваш наци телекуравĕнче тĕрлĕ кăларăмсем чăваш чĕлхипе янăраҫҫĕ, халăх кăмăллă пулни те куҫкĕретех.  Пирĕн ҫĕршывра тăван чĕлхесем упранса юлччĕр тесе РФ Правительстви те сахал мар витĕм кӳрет.  РФ Президенчĕн Владимир Путинăн  сăмахĕсене аса илсе хăварнă Михаил Игнатьев: «Раҫҫейри халăхсен тăван чĕлхисем – Раҫҫей культурин чăн-чăн пуянлăхĕ пулса тăрать, пурсăмăра та пĕр чăмăра пухма пулăшать, туслăн килĕштерсе пурăнма витĕм кӳрет», - тенĕ.

«Тăван чĕлхе – наци культурин тĕп никĕсĕ пулса тăрать.  Ăна упраса хăварасси пирĕн тĕп тĕллев.  Наци лидерĕн шухăшĕпе килĕшетĕп, унăн позицине ырлатăп», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Ку хутĕнче Аслă Пухăва пухăннисем умĕнче доклад тунă май, чăвашсене ҫутта кăлараканăмăр Иван Яковлевич Яковлев каланă сăмахсене те аса илнĕ. Раҫҫейе яланах шанмалла тата ăна юратмалла тенĕ.   

«Пирĕн вăй  - пĕрлĕхре. Тăван ҫĕршывăмăра, тăван тавралăха, тăван кĕтесе юратмалла. Пур чĕлхене те хисеплемелле, ăша хывса пурăнма вĕренмелле», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  

Ку хутĕнче мухтава тивĕҫнисене, тăван халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕҫленисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Хисепе тивĕҫнисем: Валерий Клементьев, Елена Краснова,   Сергей Васильев, Анатолий Ефремов, Валентина Игнатьева, Вероника Тимофеева.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов  хăйĕн сăмахĕнче ЧНК пайташĕсем мĕнпур халăха пĕр чăмăра пухăнма витĕм кӳнине, вĕсем яланах культурăна упраса хăварассишĕн ырми-канми вăй хунине палăртнă. Чăнласах та, вĕсем тăрăшнипе наци уявĕсем ҫав тери ҫӳллĕ шайра йĕркеленсе иртнине те ырăпа каласа хăварнă. Сахал мар социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене вĕсем витĕм кӳнине палăртнă.  

Ҫак кун Аслă Пухура Чăваш наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов организацийĕн ĕҫĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, уйрăм ҫитĕнӳсем пирки чарăнса тăнă, пуласлăх валли лартнă тĕллевсем ҫинчен чарăнса тăнă. Тĕрлĕ халăхсем хушшинчи туслăха упраса пыма витĕм кӳнĕшĕн Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева Николай Угаслов тав тунă. Чăваш Республики кăҫал РФ субъекчĕсем хушшинче Наци рейтингĕнче инвестици илĕртӳллĕхĕн ĕҫ кăтартăвĕпе  Чăваш Ен хисеплĕ иккĕмĕш вырăна тухнă ырă хыпара тепĕр хут аса илсе хăварнă.

2017 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ регион тулашĕнче 100 организаци ĕҫлет, вĕсем РФ 34 субъектĕнче йĕркеленнĕ. Ют ҫĕршывсенче те ятарлă представительсем чылай, халлĕхе вĕсем ултă организаци.

Чăваш наци конгресĕ «Акатуй», «Чăваш пики», «Кĕмĕл сасă» мероприятисене ҫулран ҫул анлăн ирттерет. Халăх питĕ вĕсен ĕҫĕпе кăмăллă.  Чăваш Наци конгресĕн Президенчĕ пулма Николай Угаслова пĕр харăссăн кăмăллă пулса суйласа хăварнă.

Фоторепортаж



30 октября 2017
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter