Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче хăрушсăрлăха ӳстермеллине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашлусенче сахал мар хускатнă

 Пушкăртстанра ящур чирне тупса палăртнă хыҫҫăн Чăваш Енри ветеринарсемпе эпизоотологсем те ыйтупа ҫивĕчрех ĕҫлеме пуҫланă. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче хăрушсăрлăха ӳстермеллине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  канашлусенче сахал мар хускатнă. Туххăмрах, ҫак ыйтăва Чрезвычайлă эпизоотиллĕ лару-тăрăва хирĕç ĕçлекен Правительство комиссийĕн черетсĕр ларăвĕнче те пăхса тухнă.

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра тепĕр хут аса илсе хăварнă.  Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕринпе Чăваш Республикинчи Патшалăх ветеринари службин ертӳҫи Сергей Скворцов тĕплĕн каласа кăтартнă.  Вăл палăртнă тăрăх, Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсенче ҫак чире тупса палăртни куҫкĕретех тенĕ вăл. Ветеринари ĕҫченĕсем республикăра выльăх чирĕсем анлă ан сарăлччĕр тесе, тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеҫҫĕ, сахал мар профилактика ĕҫне те пурнăҫлаҫҫĕ. Калăпăр, кăҫал 76 пин тĕпчев ĕҫĕсене ирттернĕ.  

Специалистсем ку чир аталанассине Пушкăртстанра халĕ чарса лартнине хыпарлаҫҫĕ, выльăхсене ятарлă вакцинăпа укол тунă. Мăйракаллă шултра выльăха лейкоз чирĕнчен яланах сыхă тăнине, кирлĕ пек мерăсене вăхăтра йышăннине пĕлтернĕ регионти патшалăх тĕп инспекторĕ Сергей Скворцов. Хальхи вăхăтра та выльăхсен усал чирĕсем анлă сарăлассинчен специалистсем кулленех сыхă тăнине пĕлтернĕ. Килти сыснасене, хир сыснисене ҫивĕч тĕрĕсленине палăртнă. Уртаракан чир выльăхсем хушшинче ан сарăлтăр тесе ятарлă вакцинăсем те туса ĕлкĕрнĕ. Патшалăхăн ветеринари службин, Ветеринари тата фитосанитари надзорĕ енĕпе ĕçлекен федераци службин представителĕсем регионта хăрушлăх ҫуккине уҫăмлăнах ҫирĕплетеҫҫĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Правительство ҫителĕклĕ таран выльăхсен усал чирĕсемпе кĕрешме вакцина туянма укҫа-тенкĕ тăкакланине палăртнă.   Паянхи пурнăҫра чи кирли – халăха ыйтусене тĕплĕн лайăх ăнлантарса парасси. «Пирĕн самантлăха та тимлĕхе куҫран вĕҫертме юрамасть – унсăрăн инкекпе тĕл пуласси никама та иккĕлентермест», - тесе пĕтĕмлетнĕ сăмаха Михаил Игнатьев.



30 октября 2017
13:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter