Чăваш наци конгресĕн Аслă Пухăвне хутшăннă делегатсемпе хăнасем çак пулăма аван йĕркеленĕшĕн тав тăваççĕ

Крым Республикинчен юбилейлă мероприятисене пурĕ виçĕ делегат хутшăнчĕ. Унти чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Андрей Васильевич Яковлев Асла Пухăва, çавра сĕтелсемпе ĕçлĕ калаçусене çÿллĕ шайра йĕркеленĕшĕн, усăллă тĕлпулусемшĕн ЧНК хастарĕсене, уйрăмах конгресс президентне Николай Угаслова, унăн пĕрремĕш çумне Валерий Клементьева чунтан тав тăвать.

"Крым чăвашĕсем пире пĕрлештерсе, пĕр çыхха пухса, пулăшса пыракан Чăваш наци конгрессне, унăн ертÿлĕхне тата регионсенчи наципе культура автономийĕсен ертÿçисене тепĕр хут ЧНК 25 çулхи юбилейĕпе саламлаççĕ. 2016-мĕш çулта Крымри Акатуйра пĕтĕм регионсенчи чăвашсене пухса уяв тума пулăшнăшăн та сирĕн умра пуç таятăп. Эсир кĕске вăхăтра чăвашлăха аталантарассипе чунĕсене паракан çирĕп те килĕштерсе ĕçлекен хастарсене пуçтарма пултартăр. Килĕшÿллĕ ĕçленин "çимĕçĕ" Аслă Пухăва çÿллĕ шайра йĕркеленинче уççăн палăрчĕ. Эсир мал ĕмĕтлĕ чăвашсене никама та аяккине хăвармастăр, кашнин шухăшне хакласа пархатарлă ĕçре усă курма тăрăшатăр. Николай Федорович Угаслова тепĕр хут Президента пĕр саслăн тенĕ пек суйланăшан эпир питĕ савăнтăмăр. Пуриншĕн те пысăк тав сире",- тесе çырса хăварчĕ Андрей Яковлев Крым Республикине çул тытнă май.

 

ЧНК пресс-служби.

 



30 октября 2017
13:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter