Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

 Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Чăваш Енри террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.

Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче паянхи пурнăҫ таппинче, тĕрлĕ халăхсем хушшинчи лару-тăру ҫивĕчленнине кура, террора хирĕҫ кĕрешес ыйту малти плана тухса тăнине палăртнă.

Юлашки вăхăтра суя хыпарсем, сирпĕтсе ямалли ятарлă хатĕрсем вырнаҫтарнă тесе, тĕлли-паллисĕр анлăн сарнине пăшăрханса каланă. «Право хуралĕнче тимлекенсем пĕр самантлăха та тимлĕхе ҫухатман.  Халăха ҫăлса хăварас тĕлĕшпе кирлĕ пек мĕнпур мерăсене вăхăтра яланах йышăннă», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Ҫынсене кирек епле хыпарсене те вăхăтра тĕрĕс ăнлантарса ҫитерсе пама тăрăшмалла. «Пурсăмăрăн та пĕрле килĕшсе ĕҫлесен, вăй структурисемпе республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансен, массăллă информаци тытăмĕнче вăй хуракансен, обществăлла организацисен кулленех пĕр-пĕринпе ҫыхăну тытмалла, ун чухне ҫитĕнӳ пулĕ», - тесе уҫăмлăн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Регионта террора хирĕҫ кĕрешессипе 2013-2018-мĕш ҫулсем валли йышăннă Комплекслă план анлăн пурнăҫа кĕрсе пырать. Республикăра тĕллевлĕ профилактика ĕҫĕсене йĕркелеме, ҫамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парас тĕлĕшпе ятарлă специалистсем халăхпа кулленех мероприятисем ирттереҫҫĕ. Ислам тĕнне ҫывăх ҫынсемпе тачă ҫыхăну тытса ĕҫлени сисĕнет.  Мигрантсем хушшинче ăнлантару ĕҫĕсене те сахал мар, 100 ытла мероприяти  йĕркелесе ирттернĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев регионти Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствине вĕренӳ учрежденийĕсенче ытларах профилактика ĕҫне плана кĕртме сĕннĕ, ҫак ĕҫе право хуралĕнче тăрăшакансене те явăҫтарма каланă.

Ҫитес вăхăтра паллă уяв – Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ пулать.  Граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси тĕп тĕллевсенчен пĕри, тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Пирĕн Чăваш Енре 128 тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе ăнланса пурăнать.  Вĕсемшĕн пирĕн регион тăван кил пулса тăнă.  Ҫавăнпа туслăха тата та вăйлăрах ҫирĕплетессишĕн кашнин тăрăшмалла», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ҫитес ҫулта Чăваш Енре тĕнче шайĕнчи  Чемпионат иртет. Футбол вăййисене кăмăл тăвакансем чылайăн пухăнасси паллă. Ятарлă командăсем пирĕн республикăра хăйсен ăсталăхне туптама килĕшнĕ, вĕсем хăна ҫурчĕсенче пурăнĕҫ, апла пулсан, хăрушсăрлăх теми кун йĕркинче пулмалла.   

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Чăваш Енре террора хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен комиссийĕн ĕҫне-йĕркелесе пыракан пай пуҫлăхĕ Евгений Терешин хăйĕн сăмахĕнче регионти муниципалитетсенче террора хирĕҫ кĕрешессипе 2013-2018-мĕш ҫулсем валли йышăннă Комплекслă плана пăхăнса ĕҫленине пĕлтернĕ. Калăпăр, нумаях пулмасть, Вĕренӳ институтĕнче муниципалитетсенчи служащийсемпе методика пĕлĕвĕсене ăша хывма ятарлă мероприяти ирттернине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Информаци политикин министерствипе МИХсенче тăрăшакансемпе семинар йĕркеленине те асăнса хăварнă. Мăсăльман тĕнне ҫывăх ҫынсемпе тĕплĕ калаҫусем йĕркеленине, пурĕ ҫак ĕҫе 500 ытла ҫын хутшăннине асăннă.  

Фоторепортаж



31 октября 2017
13:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter