Чăваш наци конгресĕн Х Аслă Пухăвне пĕтĕмлетсе

Мандат комиссийĕ тĕплĕн пĕтĕмлетнĕ тăрăх Аслă Пухăва миçе делегат тата хăна килнине уçăмлатма вăхăт.

Уставпа килĕшÿллĕн регионти тата вырăнти Чăваш наци конгресĕн уйрăмĕсенчен квота тăрăх пурĕ 320 делегат суйланнă. Аслă Пухăва пурĕ 285 делегат тата 160 хăна килчĕç. Вĕсем пурĕ 30 регионтан пуçтарăнчĕç. Виçĕ делегаци ют çĕршывран килнĕ: Беларуç, Эстони тата Украина. Çавна май Аслă Пухура кворум çителĕклĕ пулчĕ.

Чăваш наци конгресĕн хальчен ирттернĕ Аслă Пухăвĕсене хутшăннине пăхсан - хальхи делегатсенчен 46,3 % хутшăннă, 53,7 -хутшăнман.

Мандат комиссийĕ конгреса малашнехи ĕçре çапла сĕнÿ парать: ЧНК Уставĕн 4.10.2. статйипе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн кашни субъектĕнче конгресăн регионти пĕр уйрăм кăна йĕркелесе ĕçлессине, чăвашсен ытти общество пĕрлешĕвĕсем çак регионти уйрăмăн тытăмне кĕмеллине шута хумалла.

Х Аслă Пуху çÿллĕ шайра иртрĕ. Кун пирки делегатсемпе хаклă хăнасем те каларĕç. Чăваш наци конгресĕн тăватă çулхи ĕçĕ-хĕлне Николай Угаслов президент хăйĕн 34 минут тăсăлнă докладĕнче тĕплĕн тишкерсе каласа кăтартрĕ. Унăн докладне ЧНК пресс-служби хатĕрленĕ фото тата видеоматериалсем пуянлатрĕç. Доклада сÿтсе явнă çĕре пурĕ 19 делегат хутшăнчĕ: Тюмень, Иркутск, Тутарстан тата ытти регионсенчен, Крым Республикинчен. Пĕтĕмĕшле ЧНК тăватă çулта тунă ĕçе çителĕклĕ тесе хакларĕç.

Пуху мĕнле иртни çинчен ЮТВ канал ÿкернĕ видеоматериала часах сайта лартăпăр. Хальлĕхе Сувар ТВ тухса калаçакансене çырса илнĕ видеверсипе çырлахма тивет. Вăл пирĕн сайтра тата социалла сайтсенчи пирĕн ушкăнсенче пур. Фоторепортажа çав куннех вырнаçтарнăччĕ.

Х Аслă Пухăвĕн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри - ЧНК президентне суйласси пулчĕ. Делегатсем хушшинче виçĕ кандидата сĕнчĕç: Николай Угаслов, Анатолий Ухтияров тата Олег Мустаев. Олег Мустаев хăйĕн кандидатурине сирчĕ. Икĕ кандидатран уçă сасăлавпа Николай Угаслов çĕнтерчĕ. Уншăн пурĕ 283 делегат сасăларĕç, Анатолий Ухтияровшăн -2 сасă пулчĕ. Çапла майпа Николай Федорович Угаслов иккĕмĕш хут президента суйланчĕ.

Аслă Пуху Мăн Канаш пайташĕсене те çĕнĕрен суйларĕ. Вĕсен шучĕ иртнĕ 8-мĕш пухура 102 çын пулнă пулсан - халĕ 105 пайташа çитрĕ. (Списокне хамăр сайта вырнаçтарăпăр) Аслă Пухăва вĕçленĕ хыççăн çĕнĕрен суйланнă Мăн Канаш пайташĕсем президент çумĕсене палăртрĕç. Вĕсем 5-ĕн пулчĕç. Пĕрремĕш çумĕ - Валерий Клементьев, вице-президентсем: Олег Мустаев, Анатолий Ухтияров, Петр Ивантаев тата Владимир Тяпкин. Çавăн пекех Мăн Канаш пайташĕсенчен куллен ĕçлекен президиум палăртрĕç. Унта пурĕ 24 хастара çирĕплетрĕç. (Списокне сайта вырнаçтарнă та ĕнтĕ)

Юлашкинчен çакна калас килет. ЧНК юбилейĕпе çыхăннă ĕç-пуçа пирĕн хастарсем тивĕçлĕн хатĕрлесе ирттерчĕç. Уншăн пурне те тав! Кунта кĕнеке кăларни те ( авторĕ - А. Леонтьев), фильм хатĕрлени те ( авторĕ эпĕ, Зоя Яковлева) тата ытти пысăк ĕçсем.

Хăш-пĕрисем Аслă Пуху хыççăнах анлă статья вырнаçтарманшăн ÿпкелеççĕ те пуль...Анчах та Аслă Пухупа çыхăннă пĕтĕм материала сайта вырнаçтарса сире паллаштарсах тăма тăрăшатăп. Конгресс тытăмĕнче ĕçлесе курманнисем кăна ăнланмаççĕ çакна. Кунта такам та пулма тивет: видеоператор, фотограф, хаçат редакторĕ, хăнасе кĕтсе илсе вĕсене тимлĕ итлесе ăсатса яраканни те тата ытти те...

 

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.

 



31 октября 2017
11:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter