Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн МЧС Министрĕ Владимир Пучков йĕркелесе ертсе пынă видеоканашлăва хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в видеоселекторном совещании по вопросу проведения Всероссийской штабной тренировки по гражданской обороне

  Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕнче видеоканашлăва хутшăннă.  Ăна Раҫҫей Федерацийĕн МЧС Министрĕ Владимир Пучков йĕркелесе ертсе пынă.  Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви хушăвĕпе килĕшӳллĕн, 2017 ҫулта юпа уйăхĕн 4-6 - мĕш кунĕсенче Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнчи штаб тренировки йĕркеленсе иртет.  Кирек епле пысăк калăпăшпа пулма пултаракан чрезвычайлă лару-тăрусене те, гражданла хӳтĕлев ĕҫĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата ҫутҫанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕҫе кулленех пурин те хатĕр пулмаллипе  каланă. Ку енĕпе тĕрлĕ ыйтусене анлăн сӳтсе явнă.  

 

 Чăваш Республикинче Раҫҫей Федерацийĕн МЧС Министрĕн ҫумĕ Александр Чуприян ĕҫлĕ визитпа пулнă май, РФ МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕн ĕҫне тĕплĕн тĕрĕслесе тухнă.  Служба ĕҫченĕсем гражданла хӳтĕлев ĕҫĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата ҫутҫанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕҫпе ҫыхăннă самантсене мĕнле йĕркеленине тĕплĕн тишкернĕ,   тухса тăракан тĕрлĕ ыйтусене анлăн пăхса тухнă. Инкек пулас пулсан, халăха туххăмрах пĕлтерме ятарлă хатĕрсем тĕрĕс ĕҫленипе ĕҫлеменнине те ҫивĕч тĕрĕсленĕ.  Видеоканашлу вăхăтĕнче федераци службисен ертӳҫисем, РФ хăш-пĕр субъекчĕсен пуҫлăхĕсем ҫӳлерех асăннă ыйтупа лару-тăру епле пулни пирки доклад тунă.  

Раҫҫей МЧС Пуҫлăхĕ Владимир Пучков канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, ертӳҫĕсене ыйтăва ҫивĕч тĕрĕслеве илме хушнă.  Кашни специалистăн пĕлӳ шайĕ те пысăк пулмаллине асăрхаттарнă, кирек епле ĕҫе те вăхăтра тата тивĕҫлĕ пурнăҫлама чĕнсе каланă.

Аса илтеретпĕр, паян ҫĕршывра РФ гражданла оборона тытăмне йĕркелесе янăранпа 85 ҫул ҫитнĕ.  Владимир Пучков Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн саламне вуласа панă.

Министр хăй ячĕпе те пухăннă ентешсене пурне те саламланă, гражданла оборона ĕҫĕнче тăрăшса, ветеран ятне тивĕҫнисене, уйрăмах социаллă пулăшупа тивĕҫтермеллине асăннă.

Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров хăйĕн докладĕнче Пĕтĕм Раҫҫейри штаб тренировки ирхине 6 сехетрен пуҫланнине пĕлтернĕ.    «Вĕрентӳ виҫĕ тапхăрпа иртет. Вĕрентĕвĕн пĕрремĕш тапхăрĕ Чăваш Енри мĕнпур служба пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫленине кăтартса пачĕ, ҫыхăну ҫирĕп пулни те куҫкĕретех. Федераци, регион, муниципалитетсем  шайĕнче ĕҫсене пĕтĕмпех йĕркеллĕ пурнăҫланă.  Специалистсем ҫителĕклĕ, ятарлă техникăсем хатĕр тăраҫҫĕ», - тесе пĕлтернĕ вăл.  

Фоторепортаж

  



04 октября 2017
13:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter