Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫынсене ҫăлакан хастар та хăюллă шкул ачисемпе тĕл пулнă

 Михаил Игнатьев встретился со школьниками, проявившими себя в спасении погибавших

  Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  ҫынсене вилĕмрен ҫăлакан хастар та хăюллă шкул ачисемпе тĕл пулнă. Тĕлпулăва ҫамрăк паттăрсемпе Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, шкул ачисен ашшĕ-амăшĕсем, вĕренӳ учрежденийĕсен директорĕсем пухăннă.

 

Регион Пуҫлăхĕ хăюлăхпа палăрнă маттурсене ырласа тав тунă. Вĕсен тĕслĕхĕ ытти ҫынсемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче пулнине асăннă. Михаил Игнатьев ашшĕ-амăшĕсене хăйсен ачисене паха ăс парса тивĕҫлĕ ҫитĕнтернĕшĕн мухтанă.  Ҫĕршывăн чăн-чăн ывăлĕсем тесе хакланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Тĕлпулу самантĕнче ҫамрăк паттăрсем хăйсен пархатарлă ĕҫĕ пирки каласа кăтартнă, шухăш-кăмăлĕ ҫинчен пĕлтернĕ.

Каҫал ен районĕнчен килнĕ шкул ачисем ҫулăмри  ҫынсене епле ҫăлса хăварни пирки каласа кăтартнă.

Владимир Прокопьев, Яков Макаров, Григорий Ильин, Сергей Иванов Каҫал ен районĕнчи Ҫĕнĕ мурат шкулĕнче аслă класра вĕренеҫҫĕ. Вĕсем 8 ҫулти ачана вут-ҫулăмран  ҫăлса хăтарнă.

Кăҫал Тукайĕнчи ҫурта вут хыпса илнĕ.  Ачасем пĕрремĕш тивĕҫлĕ пулăшу панă, пушара сӳнтерме витĕм кӳнĕ. Вут-ҫулăм айне пĕчĕк ачапа пĕрле тепĕр аслă ҫын пулнă. Аслă класра вĕренекенсем ачана ҫулăмран хăтарнă.  Хăйсен пурнăҫне шеллемесĕр, вĕсем унăн тепĕр ҫывăх ҫыннине те шыранă, анчах та кăлăхах, вут алхасса кайнипе вĕсем тĕтĕм ăшĕнче ҫынна тупайман.  

Дмитрий Степанов 9-мĕш класра вĕренет. Вут-ҫулăмран ватă ҫынна хăтарса, унăн пурнăҫне ҫăлса хăварнă. Пушар ҫĕрле алхаснă вăхăт пулнă.  Ҫамрăк яш ҫуртра пĕр пĕччен ватă пурăннине пĕлнĕ.  Ача алăка ҫĕмĕрсе кĕнĕ, ҫулăмран ҫынна ҫăлса хăварнă.

Хĕрлĕ Чутайĕнчен килнĕ Кирилл Блинов ятарлă медале тивĕҫнĕ. Вăл шывра путма пуҫланă икĕ хĕрачана ҫăлнă. Инкек пулнă самант вăхăтĕнче ҫамрăк яш пахчара ĕҫленĕ пулнă, сасартăк сас илтсен тӳрех ҫăлма пикеннĕ. Вăл пурăнакан яла Сыктывкаран килнĕ хăна хăйĕн икĕ хĕрачипе катамаранпа ярăннă пулнă.  Хĕрсенчен пĕри – асли хăй ирĕкĕпе шывра ишме шут тытнă имĕш.  Ашшĕ тӳрех ун хыҫҫăн пĕвене чăмнă, анчах та хăй те путма пуҫланă. Кирилл хĕрачасене ҫăлса хăварнă, вĕсен ашшĕне тупса шывран хăтарайман. Инкекре ҫын вăхăтсăр пурнăҫне татнă.

Тăвай районĕнчи Сергей Юзуков улттăмĕш класра вĕренет.  Ҫуллахи кану вăхăтĕнче шывра путма пуҫланă хăйĕн юлташне ҫăлса хăварнă.   Икĕ юлташ пĕвене шыва кĕме кайма ҫул тытнă.  Пĕвере ачасем ишсе варрине кĕрсе кайнă, анчах та каялла таврăннă чухне пĕри путма тытăннă. Сергей нимĕн шухăшласа тăмасăрах хăйĕн юлташне ҫăлма пĕвене сикнĕ.  Ача юлташне шывран туртса кăларнă, пурнăҫне ҫăлса хăварнă.  

Улатăртан килнĕ Денис Ведяшов 4-мĕш класра вĕренет.  Паянхи тĕлпулăва пухăннисенчен ҫулпа чи пĕчĕкки. Ҫулла вĕсем ашшĕ-амăшĕсемпе юхан шыв хĕррине канма кайнă, ун чухне путакан ачана курнă. Шăпăрлан нимĕн шухăшласа тамасăрах, ăна ҫăлма шыва сикнĕ, туртса кăларнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫакăн пек паттăр ĕҫсем тунăшăн тепĕр хут ырласа тав сăмахĕсем каланă пурне те.

Ашшĕ-амăшĕсемпе шкул директорĕсем ачасемпе тĕплĕнрех паллаштарнă.  Вĕсем шкулта мĕнле вĕренни пирки каласа кăтартнă, спортпа туслă тесе ҫирĕплетсе хăварнă.

Калăпăр, Владимир Прокопьев «Наследие» шыравҫă отрячĕн членĕ шутланать.  Историпе кăсăкланать шкул ачи, Тăван Ҫĕршывăн Аслă вăрҫинче пуҫне хунă паттăр салтаксен шăпипе кăсăкланать. Кирек епле ăмăртусене, конкурссене хапăл тусах хутшăннине пĕлтернĕ аслисем.

Сергей Иванов – район шайĕнче иртекен мероприятисене активлă хутшăнать, экологсен юхăмĕнче тăрăшать.

Ялсенче ачасене аталанса пыма кирлĕ пек мĕнпур условисем ҫителĕклĕ тесе пĕлтернĕ Тăвай районĕнчен килнĕ Альбина Николаева. «Ҫав тери паха, шкулсенче спортзалсене тĕпрен ҫĕнетсе пыраҫҫĕ.  ФОКсем тăтăшах районсемпе хуласенче ҫĕкленеҫҫĕ», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне. Ачасене спортпа туслă пулма питĕ меллĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Ирина Степанова Дмитрий амăшĕ шутланать.  Вăл Михаил Игнатьева ачасен ĕҫĕсене пысăка хурса хакланăшăн пĕтĕм чун-чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă. Регионта ҫамрăк ăрăва ура ҫине тăма, аталанма мĕнпур условисем хăтлă тесе савăнса пĕлтернĕ.  Паян маттурсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫакăн пек хăюллă пулнăшăн мухтаса  асăнмаллăх алла ҫыхмалли сехет парса чысланă.  Малашне те инкеке лекнисене пулăшса пыма чĕнсе каланă.

Фоторепортаж

 

  



04 октября 2017
17:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter