Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей МЧС Министрĕн ҫумĕпе Александр Чуприянпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Состоялась рабочая встреча Главы Чувашии Михаила Игнатьева и заместителя Министра МЧС России Александра Чуприяна

  Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей МЧС Министрĕн ҫумĕпе Александр Чуприянпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

 Палăртса хăваратпăр, сумлă хăна ĕҫлĕ визитпа Чăваш Республикине килнĕ май, хулари хăрушсăрлăх темипе вăй тытăмĕсем епле ĕҫе пурнăҫласа пынипе кăсăкланнă, ЕДДС ĕҫĕне пăхса тухнă, «112» система пурнăҫа епле кĕнипе кăсăкланнă. «Пурте хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ыйтупа кирлĕ пек шайра ĕҫлеҫҫĕ», - тесе каланă Раҫҫей МЧС Министрĕн ҫумĕ. «Пĕр сăмахпа калас пулсан, регионта лару-тăру пĕтĕмпех лайăх, хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерни куҫкĕретех», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Кун йĕркинче паян халăхпа профилактика ĕҫне йĕркелесе пырасси ҫивĕч тăрать.  Чрезвычайлă лару-тăруран асăрханассипе ҫынсем тимлĕ. Муниципалитетра, пĕтĕмĕшле республикăра та «Хăрушлăхсăр хула» комплекслă программа йĕркеллĕ пурнăҫа кĕрсе пырать.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче «112» система кашни муниципалитетра лайăх ĕҫленине, кирек-епле лару-тăрура та ыйтусене вăхăтра татса пама витĕм кӳрет тенĕ вăл сăмаха тăсса. «Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси - патшалăх политикин приоритетлă ыйтăвĕсенчен пĕри пулса тăрать», - тенĕ вăл.

Регион Ертӳҫи тата ҫакна та палăртса хăварнă, «Хăрушлăхсăр хула» программа право хуралĕнче тăрăшакансемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă.  Вăл сăмаха май, республикăра  чрезвычайлă лару-тăру пулманнине, пушарта кĕлленсе вилекенсен шучĕ чакнине, шывпа ҫыхăннă объектсенче инкексем те сахалланнине асăнса хăварнă. «Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – хăрушсăрлăхпа ҫынсене тивĕҫтересси», - тесе каланă Михаил Игнатьев. «Инкеке лекес пулсан та, халăха эпир пĕччен пăрахса хăвармăпăр, яланах пулăшу паратпăр», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  Регион Пуҫлăхĕ Раҫҫей МЧС Министрĕн ҫумне пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫленĕшĕшĕн ырласа тав тунă.

Александр Чуприян Михаил Игнатьева Раҫҫей МЧС служба ятĕнчен Тав тунă, ҫĕршывра гражданла оборона тытăмне йĕркелесе янăранпа 85 ҫул ҫитнĕ ятпа Владимир Пучков Министр ячĕпе саламланă. «Сире, Михаил Васильевич, Раҫҫей МЧС пысăк тав сăмахĕсем калать, Эсир халăхшăн тухăҫлă ĕҫлетĕр, лартнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăҫлатăр, ҫынсен ырлăхĕшĕн тăрăшни куҫкĕретех», - тенĕ саламра.  

Каярах, ертӳҫĕсем ĕҫлĕ канашлу йĕркеленĕ.  Унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров, Раҫҫей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕн Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан  Герман Михайлов, Раҫҫей МЧС тĕп конструкторĕсен канашĕн генеральнăй конструкторĕ Оксана Якимюк хутшăннă.  Вĕсем хăрушсăрлăх темипе ҫыхăннă ыйтусене анлăн сӳтсе явнă.

Фоторепортаж

 

  



04 октября 2017
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter