Мускавра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн консультаци членĕ пулнă май ĕҫ ушкăнĕн иккĕмĕш ларăвне хутшăннă

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн консультаци членĕ пулнă май, паян юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче, ĕҫ ушкăнĕн иккĕмĕш ларăвне хутшăннă.  Ĕҫе пухăннă ертӳҫĕсем бизнеса йĕркелесе пырассипе кĕртнĕ ҫĕнĕлĕхсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.  Ларăва Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Пулăшуҫи, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн секретарĕ Игорь  Левитин, Новгород облаҫĕн Губернаторĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан,  РФ Патшалăх канашĕн ĕҫ ушкăнĕн ертӳҫи Андрей Никитин, стратегиллĕ пуҫарусен Агенствин генеральнăй директорĕ, РФ Патшалăх канашĕн ĕҫ ушкăнĕн ертӳҫин ҫумĕ, редакци ушкăнĕн пуҫлăхĕ Светлана Чупшева хутшăннă.  

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – РФ регионĕсенче инвестици климатне лайăхлатма тухăҫлă ĕҫлесси пулнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче бизнес-климата ӳстерсе лайăхлатма витĕм кӳрекен тĕп фактор – инвестици климатне лайăхлатассипе йышăннă приоритетлă ыйтусемпе тĕллевлĕ ĕҫлесе пырасси пулнине асăннă.

Калăпăр, строительство ĕҫне пуҫлама ирĕк паракан ĕҫ хучĕсене кĕске вăхăтра йĕркене кĕртсе хăварасси, шыв, электричество, газ  тытăмĕсене ҫыхăнтарассипе те ĕҫ-пуҫа ансатлатмалли пирки калаҫу хускатнă.  Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне аталанса пыма чăрмав кӳмелле маррине, тĕрĕслевпе асăрхав службисен плансăр пачах та тухса тĕрĕслемесен аван пулнă пулĕччĕ тесе сăмахланă. Пĕр сăмахпа каласан, предпринимательлĕх пайне ытларах витĕм кӳресси пирки канашланă. Енчен те ҫак ҫӳлерех асăннă ыйтусене пĕтĕмпех титвĕҫтерсен, малашне бизнес тата та вăй илсе пырасси куҫкĕретех пулĕ.  Тата тепĕр тесен, вĕсем лайăх аталансан, РФ субъекчĕсенче халăха ĕҫпе тивĕҫтерес ыйту та кирлĕ пек шайра пурнăҫланĕ, бюджетсем те тулĕҫ.

 

  



05 октября 2017
17:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter