Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен про­мыш­лен­ноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗ­пе саламлани

Агропромышленноҫ комплексӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!   

 Сире професси уявӗпе – Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен про­мыш­лен­ноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗ­пе чун-чӗререн саламлатӑп!   

    Эсир пурсӑмӑра та тӑрантаракан ҫӗр-аннемӗре тивӗҫлипе пӑхса тӗ­рӗс-тӗкел уп­рас­сишӗн пӗтӗм вӑйӑра тата чун хавалне шеллемесӗр тӑрӑ­шатӑр, ырми-кан­ми ӗҫӗрпе эко­номикӑна аталантарма ҫирӗп никӗс хыватӑр, халӑха лайӑх паха­лӑхлӑ тата экологи тӗлӗшӗнчен таса шутланакан продукципе тивӗҫтеретӗр.

Хальхи вӑхӑтри технологисене алла илни, ял хуҫалӑхне ӑнӑҫлӑн ҫӗ­нет­се пыни ӗҫ ӳсӗмлӗхне пысӑклатма, ял хуҫалӑх производствин ту­хӑҫлӑхне тата продукци пахалӑхне ӳстерме пулӑшаҫҫӗ. Кӑҫал отрасль ӗҫченӗсен тӑ­рӑшулӑхне пула тӗш тырӑсемпе пӑрҫа йышши культурӑсен ре­кордлӑ тухӑҫне пухса кӗртнӗ.

Чӑваш Енре агропромышленноҫ комплексӗн ӗҫченӗсем валли хӑтлӑ майсем туса парасси ҫине тимлӗн пӑхатпӑр. Ял территорийӗсене ҫи­рӗппӗн аталантарма, производство культурине ӳстерме, ялӑн общество инфра­тытӑмне лайӑхлатма тата ялта пурӑнакансене социаллӑ пу­лӑшу пама ҫул­серен  чылай пысӑк укҫа-тенкӗ уйӑратпӑр.

Отрасль ветеранӗсемпе хастар ӗҫченӗсене хӑйсем суйласа илнӗ хресчен ӗҫне юратнӑшӑн, ӗҫри ӑнӑҫусемпе ҫитӗнӳсемшӗн чун-чӗререн тав тӑва­тӑп. Сире хисеплесе чунтан тав тунине туллин палӑртма, пурсӑра та ҫирӗп сыв­лӑх, ырлӑх тата вӑ­рӑм ӗмӗр сунма ирӗк парсамӑр! 

 

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                        Михаил Игнатьев  



06 октября 2017
11:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter