Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Японисен бизнес-пĕрлешĕвĕн представителĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Японисен бизнес-пĕрлешĕвĕн представителĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Тĕплĕ калаҫăва Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Инна Антонова, Чăваш Енри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Александр Рыбаков,   «Центр координации поддержки экспортно-ориентированных субъектов малого и среднего бизнеса предпринимательства в Чувашской Республике» АНО ертӳҫи Дмитрий Краснов хутшăннă.  

Японирен килнĕ хăнасен йышĕнче:  «Делойт и Туш СНГ» АХО Мускаври офисăн Яппунсен компанийĕсемпе ĕҫлекен аслă менеджер Ватару Такахаси, Mayekawa Риохе Кисе компанийĕн генеральнăй директорĕ, Yarbank (SBI Holding Group)  ертӳҫи  Юсуке Фуджи, Sputnik Токуяма Асука хыпарĕсен агенствин журналисчĕ пулнă. Палăртса хăвармалла, шăпах та, ҫак журналист Чăваш Республики пирки ятарлă кăларăм хатĕрлеме тытăннă.  

Аса илтеретпĕр, 2017 ҫулта Японирен килнĕ делегаци Шупашкарта  ҫĕртме уйăхĕнче иртнĕ Экономика форумĕн ĕҫне хутшăннă пулнă. Хăнасен тĕп тĕллевĕ, пирĕн регионпа ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси.

Михаил Игнатьев сумлă делегацине чăваш ҫĕрĕ ҫине килнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Чăваш Республики пуриншĕн те уҫă регион. Пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртме яланах хавас. Эпир ĕҫ климатне ӳстерсе пырассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлетпĕр, тĕп приоритетсенчен пĕри – инвестици климатне лайăхлатса пырасси», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.   

Республикăра промышленноҫ пайĕ паянхи пурнăҫпа тӳр килсе аталанса пырать тенĕ вăл сăмаха тăсса.  Инвестици хывассипе саккунсен бази те питĕ пуян пулнине асăннă вăл.  Сахал мар патшалăх енчен тĕрлĕ пулăшусем вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмне аталанса пыма куҫать.  Квалификациллĕ специалистсем пурри те ҫакнах ҫирĕплетет. Республикăра бизнеса ура ҫине тăма тата вăй илсе ҫирĕпленме тĕрлĕ условисем пур.  Сăмаха май, хăнасемпе пĕр пуҫтанрăннă пек чухне, регионăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ пирки каласа кăтартнă Михаил Игнатьев.  

«Чăваш Республикинче Испани, Итали, Япони, Германи, Швейцари, Китай ҫĕршывĕсен компанийĕсем йышлăн, регион тĕнчери  92 ҫĕршывпа тачă ҫыхăнса ĕҫлет», - тесе пĕлтернĕ вĕсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Японирен килнĕ бизнес тытăмĕнче вăй хуракансемпе те республикăра ĕҫлеме хавас пулнине пĕлтернĕ сăмаха малалла тăснă май. Предприятисемпе организацисем уҫăлни – халăх ырлăхĕшĕн. Вĕсене валли ĕҫ вырăнĕсем пулаҫҫĕ, ҫынсен пурнăҫ условийĕн шайĕ ӳссе пыни те ун чухне куҫкĕретех пулĕ тенĕ.    Японирен килнĕ делегаци Чăваш Республикипе питĕ хытă кăсăкланнă.  Чăваш Республикипе килĕшсе ĕҫлеме хатĕррине асăннă.

«Делойт и Туш СНГ»   АХОра Мускаври офисра ĕҫлекен Япони ушкăнĕн аслă менеджерĕ  Ватару Такахаси хăйсене ҫакăн пек ырă кăмăлпа Чăваш Республикинче кĕтсе илнĕшĕн тав тунă. Пуласлăхри тĕллевсемпе паллаштарнă, ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси пирки пĕлтернĕ.  

«Чăнласах та, эпĕ сирĕн республикăна кăмăлларăм.  Халăх ĕҫе юратать, производство вăйлă аталанать, бизнеса ураланма условисем хăтлă», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне сумлă хăна.

 Mayekawa компанийĕн генеральнăй директорĕ Риохе Кисе хăйĕн сăмахĕнче, пуҫласа Чăваш Республикинче пулни пирки асăннă.  «Эпир паян республикăри предприятисенче пултăмăр.  Пирĕн кăмăл уҫăлчĕ, сирĕнпе ĕҫлес килет.  Ертӳҫĕсемпе пĕрле килĕшсе ĕҫлессипе  хăш-пĕр ыйтусене те сӳтсе явма ĕлкĕртĕмĕр», - тесе каланă вăл.

Sputnik хыпарсен агенствин журналисчĕ Токуяма Асука Чăваш Республики пирки чылай ҫынсене пĕлтерме тĕллев лартнине асăннă.  Регионта промышленноҫ аталаннине, экономика хăватлă, туризм кăсăклă пулнине курса ĕнентĕм тенĕ вăл.  Халăхăн йăла-йĕрке те питĕ интереслĕ тенĕ сăмаха тăсса.  Чăваш халăх культури кăмăла кайрĕ тенĕ хăна. Муниципалитетра «Ăслă хула» проект кăсăклă пулнине курса ĕнентĕмĕр тенĕ вĕсем пĕр харăссăн. Делегаци йышĕнчи ҫынсем чăвашсен культури, ĕҫченлĕхĕ, пĕрне-пĕри хисеплени, ҫемье пуянлăхĕ, аслисене сума сунни куҫкĕретех тенĕ.  

Токуяма Асука Чăваш Енре пурăнакансем савăк кăмăллă, хисепе тивĕҫлĕ тата тарават тенĕ.  Михаил Игнатьев, шăпах та ҫак ăнлавсем ĕнтĕ Тăван Ҫĕршывăмăра аталанса тата ăна вăйлă пулма витĕм кӳреҫҫĕ тенĕ.

Палăртса хăваратпăр, 2015 ҫулта Чăваш Республикинче  Япони ҫĕршывĕн бизнес тытăмĕпе пĕрле Fujikura завода хута янă. Чăваш Енри «Фуджикура Аутомотив РУС Чебоксары» объекта хута яма пĕтĕмпе 260 млн тенкĕ ытла тăкакланă. Республикăра «Ямазаки Мазак»  Японисен ушкăнĕ тимĕртен таварсем калăплассипе ĕҫлет.   Регионти пысăк предприятисемпе организацисем Япони бизнесĕпе тачă ҫыхăнура.

  



06 октября 2017
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter